Районти тĕп больницăра Н.Иванова пĕр улшăнми 32 çул вăй хурать. Çак шутран 19 çул склад заведующийĕнче ĕçленĕ вăл. 2000 çултанпа – кадрсен пайĕн специалисчĕ. Ăшă кăмăллă, пурне те ырă сунакан хĕрарăма коллективра та, ертÿçĕсем те хисеплеççĕ. Надежда Николаевна професси ăсталăхĕпе, ĕçри яваплăхĕпе палăрса тăрать. Августăн 30-мĕшĕнче вăл хăйĕн 55 çулхи юбилейне палăртрĕ.
1975 çулта Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Н. Шамеева (хĕр чухнехи хушамачĕ) Куйбышев хулине çул тытнă, унти полиграфи техникумĕнче экзаменсене ăнăçлă тытса студентка пулса тăнă. 3 çултан алла полиграфист дипломне илсен Н.Шамеевана направленипе Чăваш кĕнеке издательствине ĕçлеме янă. Унта ăна корректор пулма çирĕплетнĕ. Кĕнекесенче йăнăшсем ан кайччăр, сас паллисем сиксе ан юлччăр тесе нумай тăрăшнă вăл. Малалла та кĕнеке издательствинчех ĕçлеме, хуларах пурăнма ĕмĕтленнĕ Надя. Анчах пĕррехинче...
1979 çулхи илемлĕ çу кунĕсенче отпуска килсен тăван ял каччи Валерий Иванов ăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Шкулта пĕр класрах вĕреннĕ, ялта ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăракан йĕкĕте хирĕçлеме пулать-и вара; Хĕр килĕшнĕ. Июлĕн 21-мĕшĕнче ялта чаплă туй кĕрлеттерсе пĕр-пĕрне юратакан каччăпа хĕр туслă çемьене пĕрлешнĕ.
Пурнăçра пысăк улшăну пулса иртнĕ май, Надя хулари юратнă ĕçне пăрахса яла таврăннă. Часах вăл райпора экспедиторта вăй хума пуçланă (хулара ĕçленĕ вăхăтра вăл бухгалтерсен шкулне те пĕтернĕ). Валерий «Шемуршинский» совхозра водительте тăрăшнă.
Туслă çемьене умлă-хыçлă икĕ хĕр пĕрчи килнĕ. Каярахпа кил-çурт ывăл тĕпренчĕкĕн сассипе илемленнĕ.
1981 çулта Надежда Николаевнăна районти тĕп больницăра склад заведующийĕ пулма сĕннĕ. Çĕнĕ ĕçе пысăк хастарлăхпа пуçăннă вăл. Çулран-çул ăнăçлă ĕçлесе пынă.
2000 çулта Н.Иванована район больницин кадрсен пайĕн специалисчĕ пулма çирĕплетнĕ. Çак должноçра Надежда Николаевна паянхи кунчченех тÿрĕ кăмăлпа тăрăшать.
Пархатарлă ĕçшĕн Н.Иванована район администрацийĕн тата тĕп больницăн Хисеп грамотисемпе, «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн Хисеп хучĕпе наградăланă.
Валерий Анатольевичпа Надежда Николаевна хăйсен 3 ачине те тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Ирина, Вероника тата Анатолий хăйсем килĕштернĕ ĕçре вăй хураççĕ, çемьеллĕ. Ивановсене 4 мăнук савăнăç кÿрсе тăрать.
Чаплă юбилей ячĕпе Надежда Николаевнăна савнă мăшăрĕ, юратнă ачисем, кĕрĕвĕсемпе кинĕ, мăнукĕсем, тăванĕсем, ĕçтешĕ-сем, кÿршисем ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.
– Эпĕ – телейлĕ хĕрарăм, – терĕ хаçат корреспондентне Н.Иванова. – Пур хĕрарăма та çакнах сунатăп.
И.МЕДВЕДЕВ.