Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Газификаци ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

04 сентября 2013 г.

Августăн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Газпром» АУОра Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Анатольевич Медведев ирттернĕ канашлăва хутшăннă. Халăха газпа тивĕçтерес, регионсене газ кĕртес тытăмри программăсемпе ыйтусене сÿтсе явнă.

Раççей Федерацийĕн территорине газ кĕртесси – çĕр-шывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Раççей Федерацийĕнче газ кĕртнин вăтам шайĕ 83,1 проц. яхăн пулнă, çав шутран 64,4 проц. – çут çанталăк газĕ, 18,7 проц. – углеводород газĕсем. Хуласене тата хула йышши поселоксене сеть газĕпе 70,1 проц. тивĕçтернĕ, ялсене 53,1 проц. чухлĕ газ кĕртнĕ.

2005 çултан пуçласа «Газпром» АУО тата регионсен администрацийĕсем газ кĕртесси çинчен килĕшÿсем йышăнма, газ кĕртес тата газпа тивĕçтерес енĕпе пĕрлехи программăсем хатĕрлесе çирĕплетме пуçланă.

2005-2012 çулсенчи тапхăрта газ кĕртмелли программа валли «Газпром» 180 млрд тенкĕ яхăн уйăрнă (2013 çула 33,9 млрд тенкĕ палăртнă). Кунсăр пуçне, «Газпром» АУО газопроводсем тата газ валеçекен станцисем тума 100 млрд ытла тенкĕ хывнă. Чăваш Енре «Газпром» АУО 2005-2012 çулсенче газ валеçекен сетьсем тума 512 млн тенкĕ янă.

Йышăннă программăсемпе килĕшÿллĕн «Газпром» газа ял-хула патне илсе пырас енĕпе ĕçлет. Регион влаçĕсем потребительсене газа йышăнма хатĕрлеççĕ, поселоксенчи газ пăрăхĕсене тăваççĕ.

Çав вăхăтрах газпа тивĕçтерес тытăмра çĕр-шыв регионĕсене газ кĕртме чăрмантаракан ыйтусем пур. Уйрăммăн илсен, потребительсене газ йышăнма хатĕрлемелли вăхăтсене тăсса пыни газ инфратытăмĕн хальхи объекчĕсен хăватне чакарать.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тăрăх – газ кĕртес енĕпе бюджет тата бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчи укçа-тенке явăçтарса пысăк ĕç туса ирттернĕ, паянхи кун тĕлне республика территорийĕнче мĕн пур ял-хулана тенĕ пекех газ кĕртессине вĕçленĕ. Газпа усă куракан 6 пин ытла объекта ĕçлеттерме пуçланă, газ пыракан тытăмăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 15 пин километрпа танлашать.

Чăваш Республикинче 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне çут çанталăк газĕ кĕртнин шайĕ вăтамран 84 проц. пулнă, çав шутра хуласенче тата хула йышши поселоксенче – 98,8 проц., ялсенче – 65,3 проц.

А.ЛЬВОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика