Сентябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра РФ Правительствин Председателĕн çумĕпе Дмитрий Козакпа тĕл пулнă.
Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн, монохулана Канаша пулăшас, граждансене ишĕлме пултаракан çуртсенчен куçарас ыйтусене, çавăн пекех Шупашкар хулине никĕс-ленĕренпе – 500, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес ĕç мĕнле пынине сÿтсе явнă.
2015-2016 çулсенче уяв мероприятийĕсене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 1,7 млрд ытла тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Ăна республикăри сывлăх сыхлавĕн, культура, спорт учрежденийĕсене юсама, Шупашкарăн инженери инфратытăмне çĕнетме ярĕç.
2019 çулта – Шупашкара никĕсленĕренпе 500 çул çитнине, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявласси çинчен Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи июль уйăхĕн 28-мĕшĕнче 1061-мĕш Указа алă пусса çирĕ-плетнĕ.
Кăçалхи январь уйăхĕнче Раççей Правительстви хушăвĕпе уявăн тĕп мероприятийĕсен планĕсене çирĕплетнĕ. Пĕтĕмпе 25,7 млрд тенкĕ уйăраççĕ, çав шутра: федераци бюджетĕнчен – 8,1 млрд, Чăваш Республикин пĕрлехи бюджетĕ-нчен – 9,7 млрд, бюджета кĕмен çăл куçсенчен – 7,9 млрд тенкĕ.
А.ВАСИЛЬЕВА.