Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕн çĕнĕ кĕнеки

11 сентября 2013 г.

Ĕмĕр иртет – кун юлать тенĕ чăвашсем. Çынсем пирки те çакнах каламалла. Хăшĕсем пирки, тен, вăхăтра ырă сăмах калама, пархатарлă ĕçĕсене хаклама пĕлместпĕр пулĕ. Кайран, çулсем иртнĕçемĕн çеç аса илетпĕр: пурччĕ пирĕн хушăра çакнашкал çынсем.

Илья Ильич Ухтияров... Районта ăна пĕлмен çын çук та пулĕ. Çывăх тусĕ пулмасан та – лайăх палланă: тĕл пулмассерен сахал мар калаçнă, вăл-ку ыйтусене сÿтсе явнă.

Виçпÿрт Шăмăршăра çуралса ÿс- нĕ вăл. Республикăра паллă юрист пуличчен йĕкĕт район хаçатĕнче те ĕçленĕ. Хам та ас тăватăп-ха: вăл çырнă материалсем, сăвăсем «Коммунизм çулĕнче» тăтăшах пичетленетчĕç. Кунсăр пуçне вăл фото ăстиччĕ те. Фотокорреспондент та пулнă Илья Ильич.

Хусан университечĕн юридици факультетĕнче вĕреннĕ çулсенче те ентеш перона тутăхма паман. Вăл, пĕр вăхăтрах, журналистика факультетĕнче те ăс пухнă. Сăмах май, ентешĕмĕр пиллĕкмĕш класрах сăвăсем çырма тытăннă. Малашлăх ĕмĕчĕсем пысăк пулнă унăн – темиçе повеç çырма палăртнă, вĕсен сюжечĕсемпе планĕсем те паллă пулнă. Пичетленнĕ калавĕ-сем те пур. Ахальтен мар вăл Писательсен союзĕн Хусанти чăваш секцийĕн членĕ пулнă.

Çавах та И.Ухтияров юрист пулнипе паллă. Нумай çĕрте вăй хунă вăл: СССР, РСФСР шайĕнчи следстви ĕçĕсене хутшăннă.

Пурăнмалла та пурăнмаллач-чĕ-ха унăн. Шел – шăпа тени уншăн урăхларах килсе тухрĕ: вăл пирĕ-нтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ... Анчах та унăн çутă сăнарĕ пирĕн чĕресенчен çухалмĕ, вăл – кашнин асĕнчех.

Тинтерех кăна чăваш кĕнеке издательствинче «Юрист с душой творца» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унта Илья Ильичăн пурнăçĕ- пе, ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Авторĕ – юристăн аслă тетĕшĕ Анатолий Ухтияров. Сăмах май, вăл хăй те юрист, юридици наукисен кандидачĕ.

В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика