Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тетте кăна тетпĕр те…

11 сентября 2013 г.

ÇУК иккен: ача-пăча тетти те хăрушлăх кăларса тăратать. Çавна май потребительсене хÿтĕлекен Федераллă управленин Чăваш Республикинчи хÿтĕлев сферин Патăрьелĕнчи уйрăмĕ потребительсемпе сутуçăсене кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вара Таможня союзĕн (Раççей, Белоруç, Казахстан) территорийĕнче вăйра тăракан пĕрлехи требованисем пурри пирки аса илтерет.

Вĕсене «Ача-пăчан хăрушсăрлăхĕ» техника регламенчĕпе килĕшÿллĕн çирĕ-плетнĕ.

Регламентпа килĕшÿллĕн, ача-пăча вылямалли тетте уншăн хăрушлăх кăларса тăратмалла мар. Сăмахран, виçĕ çула çитмен пепкесемшĕн çăмран, тиртен, кĕленчепе хутран хатĕрленĕ теттесем сиенлĕ шутланаççĕ. Вĕсенче пĕрремĕш класлă хăрушлăхри хутăшсем (чĕр кĕмĕл, хлорлă ванил) пулмалла мар. Çавăн пекех теттесен шанчăклă хупписем пулмалла: вĕсем нÿрĕке те чăтма пултарччăр.

Теттесен чăтăмлăхĕ те пулмалла: вĕсене çирĕплетнĕ детальсене, мĕнлерех вырнаçтарнине туяннă чух тĕплĕн тĕрĕслемелле. Теттесенче тăрăнма, касма пултаракан япаласем те пулмалла мар.

Теттесен курупкисем çинче ятарлă паллăсем пулмалла: маркировка, вĕсенче вăл е ку япалапа усă курмалли, вĕсене пуçтармалли инструкци, таварпа хăçанччен усă курмалли информаци.

И.ПАЙМУЛЛИНА,

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикин территори управленийĕн Патăрьел районĕнчи специалист-эксперчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика