Пепкен сĕт шăлĕсем тухма пуçланă вăхăтра ашшĕ-амăшĕн канăç çухалать. Хăшĕ-пĕри аптраса ÿкет, ачине мĕнле пулăшмаллине те пĕлмест. Мĕн тумалла-ха;
Шăл туни кĕçĕтсе ыратсан
Кун пек чухне шăл тунине массаж туни çăмăллăх кÿрет. Массажа амăшĕ пÿрнепе те, аптекăра сутакан ятарлă хатĕрсемпе те тума пултарать. Вĕсем ункă, тетте евĕр, хăшĕсем сивĕтекен витĕмлĕ пулаççĕ. Хытă сушка та аван. Кĕçĕтнине, ыратнине ирттерме аптекăра ятарлă гель туянма пулать. Ăна пепкен шăл тунисене талăкра ултă хут сĕреççĕ.
Температура ÿсет
Температура хăпарнин сăлтавĕ шăл шăтни те, чир палли те пулма пултарать. Мĕншĕн тесен çак вăхăтра пепкен иммунитечĕ вăйсăрланать, вăл, çăвара тем те хыпаканскер, тĕрлĕ инфекци ертесси те часах. Пепке çăвара чикме пултаракан кирек мĕнле япала та питĕ таса пултăр.
Вар пăсăлни
Ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ шăл шăтнă чухне ку йĕркеллех тесе шухăшлать. Анчах тухтăрсем асăрхаттараççĕ: ачан хырăм ыратни, варвитти пуçланни, хăсăк тухни шыçă процесĕпе çыхăнма пултарать. Пепкене рис ярса вĕретнĕ шыв ĕçтерсе пикенсех сипличчен педиатр патне илсе каймаллах.
Чи малтанхисем
Стоматологсем ачан шăлне май килнĕ таран иртерех пăхма тытăнмаллине палăртаççĕ. Сĕт шăлĕн эмалĕ çÿхе-ха, кариеса аталанма кирлĕ услови пулсан вăл ăна питĕ хăвăрт аркатать. Сĕт шăлĕсен сывлăхĕпе яланлăха тухаканнисен сывлăхĕ мĕнле пуласси тачă çыхăннă.
Пепкене тухтăр патне пĕрремĕш шăл тухнă тĕле (6-7 уйăх) илсе каймалла. Курăнма пуçласанах тасатмалла – амăшĕн таса çемçе татăкпа çемçен шăла-шăла илмелле.
3 çултан вара ачана хăйне шăл тасатма вĕрентмелле. Щеткипе пасти ятарли – ачасем валли кăларни – пулччăр.
Пĕлтерĕшлĕ
Пулас амăшĕн çие юлсанах организма кальципе çителĕклĕ тивĕçтермелле. Хырăмри ачан шăл пуçламăшĕсем çиччĕмĕш эрнерех йĕркеленме пуçлаççĕ.
Кăкăр ĕмнĕ чухне пепкен аялти янах шăмми йĕркеленсе çитет.
Ĕмкĕчĕ (пустышка) вăхăтра пăрахтармалла, унсăрăн шăлсем тĕрĕс мар ÿсеççĕ.
Ача хытă апат тата кальципе пуян çимĕçсем çинĕ чухне шăлĕсем тикĕс ÿсеççĕ, вĕсем тасалаççĕ, çирĕпленеççĕ.