«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ – 20 çулта. Нумай та мар пек: çын ĕмĕрĕпе танлаштарсан – йĕкĕт çеç темелле. Апла пулин те вăл туса ирттернĕ ĕçсене шута илсе пĕтереймĕн. Çакна хăйĕн салам сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев та палăртрĕ, ĕçре палăрнисене Хисеп грамотисемпе чысларĕ.
Наци паркĕн директорĕн Ю.Татарскийĕн доклачĕ те «сĕтеклĕ» пулчĕ: «Чăваш вăрманĕн» ĕçĕ-хĕлĕ, кулленхи пурнăçĕ куç умне яр уççăн тухса тăчĕ.
Юбилее наци паркне пуçарса йĕркелесе яракансене те чĕннĕ: вĕсен йышĕнче – пĕрремĕш директор В.Елисеев, А.Дмитриев, А. Авершин. Вĕсен аса илĕвĕсене итлеме те кăсăклă пулчĕ. Калама кăна вĕт: ним çукран пуçласа йывăрлăхсене парăнтарма вăй çитернĕ.
Юбилее пухăннисене çут çанталăкпа усă курнине тĕрĕслесе тăракан Федераллă службăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи В.Косачев, çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ А.Яковлев, Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн директорĕ В.Глухов, О.Воробьев доцент, географи наукисен кандидачĕ Ф.Карягин, Атăлçи патшалăх технологи университечĕн профессорĕ Э.Курбанов, Чăваш Патшалăх Канашĕн аппарачĕн ертÿçи А.Ухтияров тата ыттисем те саламларĕç.
Уява ытти регионсенче наци паркĕсен делегацийĕсем те килсе çитнĕ. Вĕсен шутĕнче – «Марий Чодра», «Бузулукский бор», «Нижняя Кама», «Самарская Лука», «Смольный», «Хвалыский». Вĕсем пурте Атăлçи округĕн тăрăхĕнче вырнаçнă. Çавăн пекех «Жигулевский» тата «Присурский» заповедниксен ĕçченĕсем те Шăмăрша килме, унăн вăрманĕн илемĕпе киленме кăмăл тунă.
Юбилей программи юрă-ташăран та пуян пулчĕ. Культурăпа кану центрне пухăннисем пултарулăх ăстисен кашни номернех ăшшăн йышăнчĕç.
Уявăн официаллă пайĕ вĕçленнĕ хыççăн хăнасем Баскакпа Мулла паççулккисене çитсе курчĕç, унти интереслĕ вырăнсемпе паллашрĕç.
В.НИКОЛАЕВ.