Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа шута юратать

07 сентября 2013 г.

Çĕнĕ Шăмăршăри О.Миронова 1985 çулта Канашри финанс техникумне пĕтернĕ хыççăн Шăмăршă райĕçтăвкомĕн финанс пайĕ-нче ревизор-инспектор должноçĕнче ĕç биографине пуçланă. Кайран тĕп экономист тата тĕп бухгалтер пулнă. Ĕçленĕ хушăрах Мускаври гуманитарипе экономика институчĕн Шупашкарти филиалĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. 2011 çулта, сентябрь уйăхĕнче, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ пулма çирĕплетнĕ.

Районти финанс пайĕ-нче пурĕ 12 çын вăй хурать. Вĕсем пурте тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ.

2013 çул валли палăртнă район бюджечĕ пурĕ 215 миллион тенкĕпе танлашать. Çак шутран Федераллă тата республикăри бюджет çăл куçĕсенчен пухăнакан сумма калăпăшĕ – 176 миллион тенкĕ, ытти районти налуксен тÿлевĕсемпе саплашăнать.

Налуксем тенĕрен, хăш-пĕр предприятисемпе организацисенче бюджета налуксене вăхăтра хывма тăрăшмаççĕ-ха. Хăш-пĕр уйрăм предпринимательсем пирки те çакнах каламалла. Кунашкал тĕслĕхсем, паллах, чуна ыраттараççĕ. Çапах та уйрăм фактсем пĕтĕмĕшле ÿкерчĕ- ке тĕксĕмлетеймеççĕ. Налук тÿле- вĕсене вăхăтра тата туллин хывмаллине чылайăшĕ лайăх ăнланать. Ара, ку тÿлевсем район экономикине çирĕ-плетессинче, социаллă пурнăçне малалла аталантарассинче, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшассинче сисĕмлĕ пулăшу парса тăраççĕ-çке-ха. "Укçа шута юратать", – теççĕ. Çакăн пирки манас марччĕ.

Пĕтĕмĕшле сумма (215 миллион тенкĕ) районти вĕрентÿпе культура учрежденийĕсене кирлĕ шайра тытса тăма, район территорийĕнчи асфальт çулсене юсама, тĕрлĕ проектсемпе çыхăннă ĕçсене тата ыттине пурнăçлама расхутланать.

Бюджет тĕрлĕ çăл куçсенчен хушăнса çирĕпленесси планпа килĕшÿллĕн пырать. 2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти бюджетăн тупăш пайне 135 миллион тенкĕ кĕнĕ. Ку суммăран 134 миллион тенке яхăн расхутланнă.

Сăмахăма вĕçленĕ май, районти финанс сферипе çыхăннă ĕçченсене, хамăрăн хисеплĕ ветерансене Раççейри финансистсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ĕçре, пурнăçра ăнăçу, çемьере килĕшÿ сунатăп.

О.МИРОНОВА,

район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика