ХАЛĔ йăлара – кĕсье телефонĕ: ытларах унпа усă курма тăрăшатпăр. Питĕ меллĕ: кирек хăш вырăнтан та шăнкăравлама пулать. Анчах аслăрах ÿсĕмрисем, уйрăмах ватăсем, унпа усă курма пĕлсех каймаççĕ. Кун пек чухне вĕсемшĕн чăн-чăн çăлăнăç – килти ахаль телефон. Мĕн-тĕр сиксе тухсан, пулăшу кирлĕ пулсан вĕсем трубкăна тытса телефон аппарачĕн дискне çавăраççĕ. Йышлă-и районта çакнашкал çынсем; Çак ыйтупа районти çыхăну уйрăмĕн начальникĕпе В.Юнкеровпа тĕл пулса калаçрăмăр.
– Хальхи вăхăтра районта автоматла телефон станцийĕсем 13 шутланаççĕ, – пĕлтерчĕ Валерий Валентинович. – Вĕсем 1927 точкăна шанчăклă çыхăнупа тивĕçтерсе тăраççĕ. Телефонсемсĕр пĕр ял та çук. Юлашки пилĕк çул хушшинче абонентсен йышĕ чакманпа пĕрех.
– Телефон кĕртес текенсем пур-и;
– Епле-ха унсăрăн; Халĕ самани çапла кайрĕ – интернетпа усă куракансен йышĕ ÿссе пырать. Ку çăмăллăхпа вара телефонсăр усă кураймăн. Паянхи куна илес пулсан, районта 981 абонент интернетпа çыхăннă. Ку кăтарту малашне татах пысăкланасса шанатпăр.
– Валерий Валентинович, телефон кĕртесси укçа-тенкĕпе çыхăннă та-ха...
– Тăкакне пысăках темен пулăттăм. Çакăн валли ĕçлекен çын та, пенсионер та 1000 тенкĕ çеç тупаятех ĕнтĕ. Абонент тÿлевĕ те пысăках мар – мобильникпе калаçса чылай ытларах тăкакланатпăр вĕт. Кирлĕ пулсан, ытти хуласемпе те туххăмрах çыхăнтаратпăр – чăрмав çук: операторсем пурин ыйтăвне те туллин, вăхăтра тивĕçтереççĕ.
– Таксофонсене илес пулсан;
– Вĕсене кашни ялпа паççулккăрах вырнаçтарнă, 32 таранах. Пурте юсавлă. Сăмах май, вĕсен урлă 01, 02 тата 03 службăсене тÿ- левсĕрех шăнкăравлама май пур. Тирпейлĕрех усă курасчĕ кăна.
– Валерий Валентинович, эсир хăш-пĕр çĕнĕлĕхсене те çул пама тăрăшатăр теççĕ.
– Ку – пурнăç хистевĕ. Районти çыхăну уйрăмĕ урлă халĕ интерактивлă телевиденипе (IP-TV) усă курма пулать. Ку вăл – цифра телевиденийĕн çĕнĕ ÿсĕмĕ, интерактивлă сервис. 180 ытла канал: хăшĕ кăмăла каять – суйла та суйла. Кам çак çăмăллăхпа усă курасшăн – пурне те пулăшма хатĕр.
– АТСсем патнех таврăнар-ха. Вĕсенче те çын аллисем кирлех ĕнтĕ...
– Паллах. Пирĕн ятарлă юсав бригади пур, ăна С.Удочкин инженер ертсе пырать. Тĕп АТСшăн М.Аркадьев, ялтисемшĕн вара А.Макаров яваплă шутланаççĕ. Хăйсен ĕçне пĕлсе, тĕплĕн туса пыраççĕ вĕсем. Çыхăну лайăх пулни çакăнтан та нумай килет. Ан тив, кашни килтех, предприяти-организацисенче телефон малашне те шăнкăртаттăр.
В.МИХАЙЛОВ.