Çăмăлтарах преступлени тунă çынсене айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен районти инспекцие учета тăратаççĕ. Кăçал пирĕн учетсем витĕр пурĕ 66 çын тухнă. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ айăплавсемшĕн 30 çын учетра тăрать. Вĕсенчен 14-шĕ – «условниксем», 4-шĕ – ĕçлесе юсанакансем, 6-шĕ – ирĕклĕх прависене пĕчĕклетмелле тунă граждансем, 6-шĕ – обязательнăй ĕçсенче пулмаллисем.
Хăйсене яланах йĕркеллĕ тытнă, суд йышăнăвĕнче палăртнă йĕркесене çирĕп пурнăçланă май 2 çынна срок çитичченех учетран кăларнă. Çав вăхăтрах режима сĕмсĕррĕн пăснипе 12 (!) çынна колоние ăсатма тиврĕ. Вĕсем колоние каймасăрах, килти условисенчех, тÿрĕ çул çине тухма тăрăшмарĕç, суд шанăçне тÿрре кăлараймарĕç. Колоние янă çынсенчен пĕрисем ÿсĕр çÿренĕ е обществăлла йĕркелĕхе пăснă, теприсем, ĕçлесе юсанмалла тунисем, ĕçе çÿремен, виççĕмĕшсем учета килсе кайма ÿркеннĕ е пĕчĕк хулиганла ĕç тунă... Йĕплĕ пралуклă учрежденире пурăнма пуçласан кăна тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тумалла мар çав.
Кăçал учетри 2 çын шыравра пулнăччĕ. Пĕрне, 30-ти хĕрарăма, Тăвай районĕнче шыраса тупрăмăр. Теприне шыратпăр.
Йĕркеллĕ пурăннине, саккунра çырнисене çирĕп пурнăçланине нимĕн те çитмест. Учетра тăракансен те, ытти граждансен те çакна яланах асра тытмалла.
А.АРХИПОВ, айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен районти инспекци начальникĕ, шалти служба подполковникĕ.