22 декабря 2012 г.
КИЛТИ хушма хуçалăхсене аталантарассине тĕллевлĕн суйласа илсе Росстатăн çулталăкри производство планĕ тăрăх районти чи лайăх хушма хуçалăхсене палăртнă. Çакă выльăх-чĕрлĕх, ÿсен тăран продукчĕсене туса илесси мĕнле шайра пулнине тĕпчеме кирлĕ.
Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче – Пуянкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем те пур. Елена Лукинична Алексеева, Александр Ильич Андреев, Мария Ананьевна Андреева, Вячеслав Артемьевич Богатнов, Владимир Михайлович Дедаков, Олег Николаевич Захаров, Нина Николаевна Калашникова, Александр Дмитриевич Кудрявцев, Мария Михайловна Макарова, Валерий Алексеевич Мресов, Геннадий Леонтьевич Осипов, Ираида Александровна Петрова, Владимир Владимирович Семенов, Александр Анатольевич Тимошкин, Алексей Витальевич Цыганов Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин тата Чăваш Республикин Патшалăх федераци территори службин Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.
Валентина БОГАТНОВА.