22 декабря 2012 г.
ХАЛĂХА ĕçпе тивĕçтерекен центр професси пĕлĕвĕн программипе те ăнăçлă ĕçлесе пырать. 2012 çулта центрта ĕçсĕррисен учетĕнче тăнă 26 çынна патшалăх шучĕпе професси илме, квалификацие ÿстерме вĕренме янă. Ку вăл çулталăк планĕн 144 проценчĕпе танлашать. Çĕнĕ професси пирки уйрăммăн каласа хăварсан, ĕçсĕррисем тракторист-машинист, котельнăй операторĕн, электрогазосварщик, экскаватор машинисчĕн, автомобиль водителĕн, предприяти хуралçин, парикмахер, çĕвĕç тата ытти специальноçсене илнĕ.
2012 çул валли палăртнă професси пĕлĕвĕн программи вĕçленнĕпе пĕрех ĕнтĕ. 2013 çулта ĕçсĕр граждансем пирĕн центр урлă тĕрлĕ профессие алла илесси, квалификацие ÿстересси малалла пырĕ. Кăмăл тăвакансен ку ыйтупа центра килмелле (Шăмăршă ялĕ, Ленин урамĕ, 14-мĕш çурт). Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-31-98. Эпир сире яланах хапăл туса кĕтсе илĕпĕр.