Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ма кĕске-ши телейлĕ юрату;

22 декабря 2012 г.

ЮРАТСАН тĕнче илемлĕ, теççĕ. Кайăксем те илемлĕрех юрлаççĕ, сар хĕвел те ăшшăнрах пăхать, çăлтăрсем те çутăрах курăнаççĕ.

Çырмакассинчи Ванюкшăн та çаплахчĕ. Унăн кÿршĕ ялта савнă хĕр пурччĕ. Йăрăс пÿллĕ, çырла сăнлă пикене таврара савакансем питĕ нумайччĕ. Анчах Лариса хура çĕмĕрт куçлă, кăтра çÿçлĕ Ванюка тус тума килĕшрĕ. Вĕсем кашни каç тенĕ пек тĕл пулса малашлăх çинчен ĕмĕтленетчĕç. Лариса вĕренсе пĕтерсен туй тăвасси пирки те калаçкалатчĕç. Ашшĕ-амăшĕ те хирĕç марччĕ. Каччă авланас шухăшлă пулнăран укçа-тенкĕ те пухма пуçларĕç. Ĕнтĕ таврара çук туй пулĕ текелерĕ ял-йыш.

Шăнкăртатса шыв юхнă май вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ. Хĕл сиввисем те юратнă чĕресене уйăраймарĕç, çын сăмахĕ те пĕр-пĕринчен сивĕтеймерĕ. Чечеклĕ çуркунне те хыçа юлчĕ. Çимĕк хыççăн вара Ванюкпа Ларисăн туй кĕрлĕ, çĕр çинче çĕнĕ çемье чăмăртанĕ, йыш хутшăнĕ. Туй çи-пуçне те туянса хунă. Капла та илемлĕ хĕр шур кĕпе тăхăнсан чăн-чăн пирĕшти пекех курăнать, тĕнчере те унран илемлĕрех пике çук тейĕн. Чăтăмсăррăн кĕтет-çке туй кунне хĕр. Вăл çывхарнăçем чĕри аван мара систерсех тăрать. Анчах Лариса лайăха çеç шанать. Маларах тĕлленнĕ тĕлĕке те шута илмест. Тĕлĕкĕ вара çапларахчĕ. "Ванюксен умĕнче халăх хĕвĕшет. Палăртнă вăхăт çитсен туй халăхĕ машинăсем çине ларса çула тухрĕ, анчах темшĕн авланакан каччă лармарĕ, ун çинчен никам та аса илмерĕ. Ванюк пÿрт умĕнчен каякан машинăсене сăнаса юлчĕ". Хĕр хăраса вăранса кайрĕ. Хăйне хăй лăплантарма тăрăшрĕ. Пĕрмай туй пирки шутланăран кăна тĕлленчĕ пулĕ тесе шухăшларĕ. Анчах тĕлĕк чĕрине йăшкаттарчĕ.

Ыран туй тенĕ чухне яшлăхпа сыв пуллашма Ванюк каччăсемпе пухăнчĕ. Ĕçме-çиме туллиех, çамрăксем те пайтах. Калаçу тем патне те пырса çапăнчĕ. Ÿсĕрĕлсе пыракан каччăсем каппайланма, мухтанма пуçларĕç. Хăйсен савнийĕсем пирки каласа тĕлĕнтерме тăрăшрĕç, вĕсене ырларĕç те хурларĕç. Хăш-пĕр хĕрсем пирки тăрăхласа кулчĕç. Ванюк та лайăхах "хĕрчĕ". Пурте салансан вăл та килнелле утрĕ. Кил умне çитсен йăмра айĕнчи сак çине ларчĕ, Лариса пирки аса илчĕ. Ăна курасшăн çунчĕ. Тем хистерĕ ăна савнă хĕрĕ патне кайма, тем чĕнчĕ. Каччă гараж алăкне уçса машинăна кăларчĕ те, çиçĕмле хăвăртлăхпа вĕçтерчĕ. Анчах юратнă хĕрĕ патне çитеймерĕ...

Ванюк килĕнче ирех шăв-шав çĕкленчĕ. Пурте каччăна шыраççĕ. Телефонпа Лариса патне те шăнкăравларĕç, юлташĕсенчен те ыйтрĕç. Никам та татăклăн хурав параймарĕ. Машинăпа тухса кайнине пĕлсен часах вăл таврăнасса шанчĕç. Анчах Ванюк хăй тĕллĕн таврăнаймарĕ. Ăна тарăн вар çырминчен тупса кăларчĕç. Халĕ туй пирки сăмах та пулмарĕ. Çутă тумсем тĕксĕмленчĕç, хĕрарăмсен пуçĕсене хура тутăрсем çыхăнчĕç. Çĕнĕ çемье чăмăртанас вырăнне тĕнчере тепĕр çын чакрĕ. Масар çине тăтăшах çÿрерĕ Лариса. Ванюкăн вил тăпри çине сахал мар куççуль юхтарчĕ. Анчах ĕсĕклекен хĕр сăмахĕсене текех илтес çук Ванюк. Текех ачашшăн çупăрласа чуп тăваймĕ те. Кайран кăна Лариса

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика