Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электронлă çыхăну пулăшăвĕ – халăхшăн

14 сентября 2013 г.

Сывлăх сыхлавĕнчи модернизаци программипе килĕшÿ-ллĕн, районти поликлиникăра 2011 çултанпа электронлă регистраци системи ĕçлеме пуçларĕ. Район çыннисем Интернет çыхăнăвĕпе, сотовăй е килти телефонпа регистраци службине шăнкăравласа вăл е ку врач кабинетне килме черете çырăнаççĕ.

Кунта эпир кашни пациента тĕплĕн итлетпĕр, вăл хăш врач патне консультацие килме кăмăл тунине те шута илетпĕр. Пирĕн компьютерта кашни врач патне кам çырăннине, пациентăн хăш кун тата миçе сехет тĕлне килмеллине палăртнă даннăйсем пур. Çакна шута илсе пациентсен черетне малалла тăсса пыратпăр. Пирĕн службăна шăнкăравланă пациента больницăна хăçан килмеллине, хăш врач патне миçе сехетре кĕмеллине тÿрех калатпăр. Палăртнă вăхăтра поликлиникăна килсенех ăна врач патне каймалли талон паратпăр.

Çапла вара ял çыннисен хаклă вăхăчĕ черетре тăрса ахаль çухалмасть. Паллах, кăмăл-туйăм та пăсăлмасть.

Электронлă çыхăнупах район çыннисене республикăри тĕрлĕ больницăсенчи врачсем патне те черете тăрататпăр. Палăртнă вăхăтра вара пациентсем пирĕн патăрта направлени илсе Шупашкарти сиплев учрежденине çул тытаççĕ. Сăмах май каласан, 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулта кăна районти 1381 çын Шупашкарти больницăсенчи врачсем патĕнче консультацире пулнă. Вĕсенчен 534-шĕ республикăри стационарта выртса сипленнĕ.

Медицина сферинче электронлă пулăшупа çыхăнса пулăшу ыйтасси çулран-çул ÿссех пырать. Сирĕн шăнкăрава эпир яланах хапăл туса йышăнатпăр, хисеплĕ район çыннисем.

Т.ЧАНГА, поликлиникăри регистраци службин ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика