Шăмăршă тăрăхне вăрмансем ытарайми илем кÿрсе тăраççĕ. Вăрмана кĕрсенех тĕрлĕ йывăç-тĕмĕн, курăк-чечекĕн ырă шăрши тÿрех кăмăла çĕклет, чуна хавхалану кÿрет. Кайăксен хитре юрри чĕрене ырă туйăмсемпе, çĕнĕ ĕмĕтсемпе çунатлантарать. Çурта пек тÿрĕ хырсен тăррисем çилпе ерипен чÿхенсе кашнинех саламлаççĕ, телейлĕ кун-çул сунаççĕ. Шурă кĕпеллĕ çамрăк хурăнсем хăйсен кăтра вуллисемпе каллĕ-маллĕ хускала-хускала илни яштака пÿ-силлĕ хĕрсем урампа çăмăллăн ярăнса утнине аса илтерет...
Юмах тĕнчипе танлашакан симĕс тăрăха упракансем, унăн асамлă ÿкерчĕкĕсене тата илĕртÿллĕрех тĕссемпе илемлетессишĕн ырми-канми тăрăшакансем – вăрман ĕçченĕ-сем. Çак профессие суйласа илнисем – тăван тавралăх аталанăвне, çут çанталăк асамлăхне чунтан парăннă çынсем. Вăрманçăсенчен чылайăшĕ кунран-кун, çулран-çул чăтăмлăн ĕçлесе пырать, Тăван çĕр-шыв, халăх ырлăхĕшĕн пĕтĕм вăйне парать. Çак йывăр та пархатарлă ĕçе йăхран-йăха тăсса пыракансем те пур районта. Вĕсенчен пĕрисем – Максимовсем. Ку династишĕн кашни йывăç – тăван пекех.
ДИНАСТИ ПУÇАРУÇИ
Вăрман ĕçченĕсен династине пуçарса яраканĕ – Николай Дмитриевич. 1924 çулта Хайпăлара çуралнăскер, кÿ- ршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕскер, Н.Максимов 18 çул тултаричченех Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Стрелковăй полкри ытти хĕрлĕармеецсемпе пĕрле вăл тăшмана Тăван çĕр-шывран хăваланă, хаяр çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн медальсене тивĕçнĕ. Аманнă хыççăн пĕр хушă госпитальте сипленнĕ. Кун хыççăн каллех алла хĕç-пăшал тытнă. Çĕнтерÿ кунне Австрире кĕтсе илнĕ. 1946 çулта яла таврăннă.
Вăрçăччен тăван колхозра счетоводра вăй хунăскер, салтак шинельне хывсан Н.Максимов Карапай Шăмăршă колхозĕнче бухгалтерта ĕçлеме пуçланă. Пĕр çулталăкран Хайпăлари ĕçчен те сăпайлă хĕрпе – Елизавета Матвеевапа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Туслă çемьене пысăк савăнăç кÿрсе, кил-çурт 4 ывăл тĕпренчĕкĕн тата пĕр хĕр пĕрчин сассипе илемленнĕ.
1955 çултан тытăнса Николай Дмитриевичăн биографийĕ вăрман хуçалăхĕпе çыхăнса кайнă. Шăмалак лесничествинче малтан бухгалтерта тăрăшнă вăл, каярахпа, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă хыççăн, пултарулăхне кура, ăна тÿрех лесничи пулма çирĕплетнĕ. Лесничи помощникĕн должноçĕнче тăрăшакан Э.Нигметулловпа, техник-лесоводсемпе, лесниксемпе пĕрле çулран-çул ăнăçлă ĕçлесе пынă. Çакна Н.Максимова тата вăл ертсе пыракан учреждение (каярахпа Палтиел лесничестви) тĕрлĕ органсен Хисеп хучĕсемпе наградăлани те лайăх çирĕплетет.
Шел, Николай Дмитриевичăн ĕмĕрĕ вăрăм пулман. 1984 çулхи январьте вăл, 60 çулхи юбилейне паллă тума пĕр уйăх юлсан, йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă.
АШШĔН ÇУЛĔПЕ
Хăйĕн ашшĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса аслă ывăлĕ те, Владимир, 1968 çулта Палтиел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумнех вĕренме кĕнĕ. 3 çултан техник-лесовод дипломне илсен ăна хамăр районти вăрман хуçалăхĕнче ĕçлеме направлени панă. Шăмăршă лесничествинче Владимир Николаевич мастер должноçне йышăннă. Туслă коллективра ĕçлĕ лару-тăру хуçаланнă. В.Федоров лесничи, ăна пулăшаканĕ Т.Ильин çамрăк специалиста ĕçре хавхалантарсах пынă. Лесничествăри иккĕмĕш участок мастерĕпе В.Денисовпа та тÿрех пĕр чĕлхе тупнă.
Çамрăк хунавсем лартмалли, йывăç касмалли, шăпăр, милĕк, çÿçе хуппи, чăрăш-хыр лăсси, йĕкелсем, утă тата ыттине хатĕрлемелли плансене лесничество яланах тултарса пынă.
– Иртнĕ ĕмĕрти 70-80-мĕш çулсенче пирĕн лесничествăна çуллен 30 мунча, 40 пÿрт пурисем пураттарма план паратчĕç, – аса илет вăрман ĕçĕн ветеранĕ В.Максимов. – Çак заданисене те пирĕн коллектив яланах чыслăн пурнăçланă.
Лесничествăри хăй ертсе пынă пĕрремĕш участокри лесниксем – Р.Салахутдинов, М.Чернов, А.Антипов, А.Басыров, М.Куряков, В.Львов тата ыттисем пирки ырăпа аса илчĕ Владимир Николаевич.
2010 çулта В.Максимов тивĕçлĕ канăва кайнă. Хăйĕн ĕçне 39 çул (!) пĕр улшăнми тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Владмир Николаевича «Ĕç ветеранĕ» медальпе, 3 хутчен (кашни 10 çултан) «Вăрман хуралĕнчи лайăх службăшăн» знаксемпе, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Вăрман хуçалăхĕн министерствисен Хисеп грамотисемпе чысланă.
ÇАМРĂК ЛЕСНИЧИ
Владимир Николаевичпа Александра Васильевна пĕр ывăл ÿстерсе çитĕнтернĕ. Эдуард та ашшĕн профессинех суйласа илнĕ. 1989 çулта Шăмăршă вăтам шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан вăл Йошкар-Олари политехника институчĕн вăрман хуçалăхĕн факультетне вĕренме кĕнĕ. 5 çултан диплом илсен тăван районти вăрман хуçалăхĕнче инженер пулса ĕçленĕ. Кун хыççăн Эдуард Владимирович Шăмăршă лесничествинче лесничи çумĕ пулнă. 2000 çулта пултаруллă çамрăка Палтиел лесничествин лесничийĕн должноçĕнче ĕçлеме уйăрса лартнă.
Э.Максимов яваплă ĕçе пысăк хавхаланупа пуçăннă. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен сăпайлă çамрăка коллективра та, руководительсем те хисепленĕ. Эдуард Владимирович вăрман хуçалăхĕн ĕç-хĕлне çĕнĕ технологисем те кĕртме тăрăшнă. Лесничество тĕрлĕ заданисене чыслăн пурнăçласа пынă. Питĕ шел, мал ĕмĕтлĕ лесничийĕн, телейлĕ çемье пуçĕн, пĕр хĕрача ашшĕн пурнăçне йывăр чир 33-рех татнă...
Эдуард Владимировичăн мăшăрĕ, Ирина Константиновна, вăрман хуçалăхĕнчех тăрăшать. Вăл – Шăмăршă лесничествин бухгалтерĕ.
Сăмах май каласан, Максимовсен йăхĕнче тата тепĕр вăрман ĕçченĕ те пур. Ĕç династине пуçарса янă Николай Дмитриевичăн кĕçĕн ывăлĕ те, Олег, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумĕ-нчен вĕренсе тухнă. Ашшĕн тата тетĕшĕн профессийĕн çулне малалла такăрлатса, 1984 çултанпа Олег Николаевич Тюмень облаçĕнчи вăрман хуçалăхĕнче мастерта вăй хурать. Таса чунпа ĕçленĕшĕн ăна та нумай хутчен сумлă наградăсем парса хисепленĕ.
И.МЕДВЕДЕВ.