Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министр çумĕ те кăмăллă

14 сентября 2013 г.

Ĕçлĕ лару-тăрура тĕл пулма тиврĕ Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ- пе А.Яковлевпа, Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн ертÿçипе В.Глуховпа. Канашламалли, сÿтсе явмалли вара тупăнсах тăрать. Çумра фото аппарат пурччĕ те, çак саманта ÿкерсе илесех терĕм.

– Шăмăршă тăрăхĕнче пĕрремĕш хут мар эпĕ, – терĕ Анатолий Петрович. – Хам – кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчех çуралса ÿснĕ. Çавăнпах республикăмăрăн кăнтăр районĕсене, уйрăмах вăрмансене чун туртать.

Министр çумĕ Шăмăршăри вăрман лесничествин ĕçĕпе кăмăллă пулнине те палăртрĕ.

– Ĕçчен, маттур çынсем вăй хураççĕ кунта, – терĕ вăл. – Çавăнпах лесничество республикăра та чи лайăххисенчен пĕри шутланать.

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика