Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Актер, режиссер, драматург

14 сентября 2013 г.

(И.Максимов-Кошкинский çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май)

ТИНТЕРЕХ кăна Раççей кино кунне паллă турăмăр. Çак искусствăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулни каламасăрах паллă.

Çак юхăмран чăвашсем те аякра тăрса юлман – пирĕн хамăрăн «Чăвашкино» пулнă. Ăна йĕркелесе яраканĕ – хальхи Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче 120 çул каялла çуралнă И.Максимов-Кошкинский. Киностудире режиссер та, актер та пулнă вăл. Унăн тивлечĕ – экрансем çине «Хура юпа», «Апайка» тата ытти фильмсене кăларни. Вĕсен сценарийĕн авторĕ те – хăех.

1893 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче çуралнă Иоаким Степанович. Хăй вăхăтĕнче вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Хусанти ÿнер училищинче вĕреннĕ.

Чăвашсен професиллĕ театрне кам пуçарса янă тетĕр; Ку пулăм та И.Максимов-Кошкинский ячĕпех çыхăннă. Хусанта йĕркеленнĕ коллектив спектакль хыççăн спектакль лартнă. Иоаким Степанович хăй те вуншар сăнара куракан умне туллин, ĕненÿллĕн кăларнă. Театр Хусантан Шупашкара куçса килсен те искусство ăсти унпа çыхăнăва татман: пултарулăх ертÿçи, тĕп режиссер пулса ĕçленĕ. Аслă Аттелĕх вăрçинче вăл Чăваш АССР Совнаркомĕн радиоинформаци комитетĕнче ĕçленĕ. 1946 çулта литература ĕçне куçнă.

И.Максимов-Кошкинскийĕн пурнăçĕ чăннипех пуян та интереслĕ, çав вăхăтрах тумхахлă та: ăна репресси йывăрлăхне тÿссе ирттерме те тивнĕ. Çак сăлтава пулах вăл ÿкернĕ чăвашла илемлĕ фильмсенчен чылайăшĕ сыхланса юлман. Вĕсене вара малтан ют çĕр-шывсенче те кăтартнă пулнă.

Иоаким Степанович драматург пулнипе те паллă – ун пери витĕр вăтăр ытла пьеса тухнă. Вăл – нумай сценарисемпе либреттосен авторĕ те. Унăн пултарулăхĕнче «Пугачев парни», «Константин Иванов», «Эх, Иван!», «Чĕре хушнипе» тата ытти драма хайлавĕ-сем тĕп вырăн йышăнаççĕ.

Куçару ĕçĕнче те хастар пулнă актер, режиссер, драматург. Вăл тĕнче, вырăс классикĕсен хĕрĕх ытла пьесине чăваш вулаканĕсем патне çитернĕ. Прозăра та çырăнса юлнă унăн йĕрĕ, калавсем çырнă.

Тăрăшулăх, çине тăрса ĕçлени, паллах, курăмсăр юлмасть. И.Максимов-Кошкинский ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Вăл – Чăваш АССР халăх артисчĕн хисеплĕ ятне те тивĕçнĕ, орден-медалĕсем те сахал мар. 1934 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ пулнă драматург-режиссер 1975 çулта пурнăçран уйрăлнă. Анчах унăн сăваплă ячĕ чăвашсен чĕринче манăçмасть: вăл туса хăварнă сăваплă ĕçсем ĕмĕрлĕхех чăваш историйĕнче ылтăн страницăсем пулса çырăнса юлнă.

В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика