Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçченĕсен канашлăвĕ

14 сентября 2013 г.

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Шăмăршă районĕн культура ĕçченĕ-сен районти семинар-канашлăвĕ иртрĕ.

Семинар-канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ В.Петьков уçрĕ. Владимир Александрович культура учрежденийĕ-сене хутмалли сезона хатĕрлес ĕç мĕнлерех пыни çинчен каласа пачĕ. Учрежденисен котельнăйĕсене черетлĕ сезона пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ – юсавпа тĕрĕслев ĕçĕсене вăхăтра туса ирттернĕ. Резерв топливи те çителĕклĕ. Хальхи вăхăтра котельнăйсенче ĕçлеме операторсене йышăнаççĕ.

«Çулталăкри чи лайăх культура учрежденийĕ» тата «Çулталăкри чи лайăх культура ĕçченĕ» конкурссем 2014 çулта – Культура çулталăкĕнче мĕнлерех йĕркепе иртесси пирки районти организаципе методика центрĕн заведующийĕ А.Петрова тухса калаçрĕ.

Малалла Т.Давыдова методист культурăпа кану учрежденийĕ-сен çывăх вăхăтри ĕç планĕ çинче чарăнса тăчĕ, курăмлăрах культурăпа массăллă мероприятисене асăнса тухрĕ.

Мероприятире çавăн пекех районти ял библиотекисен фончĕсене упрасси тата вĕсене çĕнĕ литературăпа пуянлатасси пирки те сăмах пычĕ. Комплектовани методисчĕ О.Тимофеева 2014 çулта кĕнекесен фончĕсене çĕнĕ изданисемпе пуянлатмалли планпа паллаштарчĕ, кивĕ литературăна шутран кăлармалли, килес çулхи иккĕмĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнмалли йĕркесем пирки ăнлантарчĕ, библиотекарьсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕ.

Шăмăршă районĕнчи культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ В.Львова семинар-канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ хыççăн культурăпа кану сферинчи малашлăх планĕсене палăртрĕ.

Малалла вара кун йĕркине практикăлла занятисем йышăнчĕç. Ачасен «Антонина» халăх ташă коллективĕн ертÿçи А.Нефедова «Фольклор ушкăнĕсенчи чăваш ташшисенчи тĕп хусканусем» темăпа мастер-класс ирттерчĕ.

Юлашкинчен культура ĕçченĕсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрĕç.

И.ХУРАСЬКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика