Çак кунсенче пирĕн района Чăваш Республикинчи ачасен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ В.Рафинов килсе çитнĕ. Вячеслав Викторович район администрацийĕн çуртĕнче граждансене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăннă.
Уполномоченнăйпа калаçма темиçе çемье çырăннă. Вĕсем сĕм-тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене кил-çуртпа, шкул формипе тивĕçтерессипе, тăлăхсене хăйсен çемйине илнисене пулăшу парассипе, вĕренекенсене шкула автобуспа леçессипе, ачасене хÿтĕлессипе çыхăннă ытти ыйтусене çĕкленĕ.
Граждансене йышăннă вăхăтра кабинетра район администрацийĕн опекăпа попечитель органĕн специалисчĕ Е.Вашуркина, районти ачасен прависене хÿтĕ-лес тĕлĕшпе ĕçлекен уполномоченнăй В.Хорькова, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Е.Кудряшова, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ Н.Ендиеров, районти тĕп больницăн ача-пăча врачĕ О.Львов, район администрацийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕ-лекен комисси секретарĕ С.Чегаева, строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн специалисчĕ Е.Антонова пулнă.
В.Рафинов уполномоченнăй районти профилактика субъекчĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашнă. Район администрацийĕн опекăпа попечитель органĕнче пурĕ çул çитмен 69 ача учетра тăрать. Çак шутран 29-шĕ – сĕм-тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă, çурт-хваттер илме черете тăратнă ачасем. 24 ачан хăйсене çирĕплетнĕ çурт-йĕр пур. Çемьесене усрава илнĕ 12 ача шутланать, вĕсенчен 4-шĕ – пурăнмалли çурт-йĕр хуçисем.
2011 çулта сĕм-тăлăх ачасенчен 3-шне, 2012 çулта – 6-шне, 2013 çулта 3-шне уйрăм хваттерпе тивĕçтернĕ.
Опекăпа попечитель органĕ профилактикăн пур субъекчĕсемпе те тачă çыхăну тытса тăрать. Тĕл пулури калаçу çавра сĕтел хушшинче, диалог формипе иртнĕ. В.Рафинов опекăпа попечитель органĕнче учетра тăракансен списокĕнчи кашни ачан çурт-йĕрпе çыхăннă лару-тăрăвне 3 кун хушшинче тĕплĕн тишкерсе тухма хушнă.
Çак кун В.Рафинов район администрацийĕн пуçлăхĕ- пе В.Фадеевпа та тĕл пулса калаçнă, унпа пĕрле ачасен, уйрăмах сĕм-тăлăхсен тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр илнисен прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусене сÿ- тсе явнă.
И.ХУРАСЬКИНА.