Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суккăрсем те илеме… "кураççĕ"

18 сентября 2013 г.

Çук, çак сăмахсене сусăрсенчен кулса-йĕкĕлтешсе калани вырăнне ан хурăр. Пурнăçра – кашнин хăйĕн шăпи: паян капла та, ыран урăхла сиксе тухасси те инçех мар...

«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ йĕркеленнĕ-ренпе çирĕм çул иртни пирки хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Кунти илем çак хушăра пиншер çынна тыткăнланă. Кам кăна килсе курман-ши пирĕн тараватлă тăрăха;

Çак эрнере парка Шупашкартан черетлĕ ушкăн килсе çитрĕ. Вĕсем, 32 çын – куç курманнисен Пĕтĕм Раççейри обществăн Шупашкарти уйрăмĕн членĕсем. Ку проекта «Çут çанталăк сассисем» ятпа хатĕрленĕ.

Инвалид та – çынах. Унăн та çут çанталăк ытамĕнче пулас килет. Ан тив, куç ан куртăр – уншăн вăрманти кайăк-кĕшĕк сасси, йывăçсен кашлавĕ, шыв-шур шăнкăртатни хăйне майлă симфони. Çак илеме вăл итлесе «курать», хăйĕн чун-чĕри витĕр кăларать, хăйне майлă йышăнать.

Наци паркĕн ĕçченĕсем пулăшнипе, ертсе пынипе хăнасем экологи сукмакĕсем тăрăх утса тухрĕç. Хăш пĕр уçланкăсенче чылайччен чарăнса тăчĕç вĕсем. Тен, вăрман сывлăшĕ те çапла тума хистерĕ пулĕ.

– Шăмăршăсен кăпăклă сăрипе çăкăр-тăварĕ-нчен хакли урăх çук пулĕ, – терĕç юлашкинчен хăнасем.

С.ЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика