Шкула çÿреме пуçланă тапхăртанах ачан куçĕ-сем тата çурăм шăмми çине пысăк йывăрлăх тиенет. Çавна май ун валли ĕç вырăнĕ туса панă чухне ларма тата уроксем тума меллĕ сĕтел-пукан суйласа илмелле. Ашшĕ-амăшĕн чи малтанах сĕтел-пукана пÿлĕмре хăш вырăна лартасси пирки шутламалла.
Нумай чухне вĕсем çыру сĕтелне чÿречене хирĕç вырнаçтараççĕ. Ку тĕрĕс мар. Пĕрремĕшĕнчен, енчен те пÿлĕм хĕвел енче пулсан, шевлесем ача куçне тата ытларах ывăнтараççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, ачан пĕрмай урамалла пăхас, унта кам мĕн тунипе кăсăкланас килет. Ку вара шкулта киле тума панă заданисене пурнăçлассинче чăрмав кÿрет. Çыру сĕтелне чÿрече çумне хăяккăн, çутă сулахай енчен ÿкмелле лартмалла (ача сулахай алăпа çырсан çутă сылтăм енчен ÿктĕр).
Сĕтелпе тенкел мĕн пысăкăш пулни те пĕлтерĕшлĕ. Ача çитĕннисен çыру сĕтелĕ хушшинче ларнă (тенкел пирки те çакнах каламалла) тĕслĕ-хсене сахал куратпăр-и-ха эпир; Ача валли сĕтел-пукан туяннă чухне вĕсене антарма-хăпартма май паракан конструкциллĕ ăсталанисене илме тăрăшмалла. Кунашкаллисене туянма май килмесен ачана юрăхлисене суйламалла. Ача тенкел çинче ларнă чухне унăн ури хутланчăшĕ тĕлĕнче тÿрĕ кĕтес пулмалла. Çыру сĕтелĕ хушшине ларсан чавсасем ун çинче ирĕклĕ выртмалла. Енчен те сĕтел-пукана пысăкраххине, ача малалла ÿсессе шайласа туянас пулсан, ун валли ура айне лартмалли тĕрев те илмелле.
Пĕрлех шкул хатĕрĕсем пирки те шутламалла. Сунтăхсемлĕ сĕтел туянни меллĕрех. Иккĕмĕш вариант – тумбочка е çÿлĕк.
Пÿлĕмре çутă çителĕклĕ пулмалла. Каç енелле уроксем хатĕрленĕ вăхăтра сĕтел çи лампипе усă курмалла. Çутă, паллах, сулахай енчен ÿкмелле.
Çыру сĕтелĕ çине компьютер лартма юрамасть, мĕншĕн тесен куçсемпе монитор хушшинче 50-70 сантиметртан кая пулмалла мар. Сĕтел çийĕ тăвăррипе çак йĕркене пăхăнма май çук. Çавна май компьютер валли ятарлă сĕтел туянма тивет.
Сирĕн ачасем яланах сывлăхлă пулччăр, вĕренÿ вĕсене савăнăç кÿрсе тăтăр.
С.ПЕТРЯНКИНА,
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи пайĕн
тĕп специалист-эксперчĕ.