Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсем пыраççĕ вĕçленсе

21 сентября 2013 г.

ÇАНТАЛĂК пĕр евĕрлĕ тăнă пулсан уй-хирсенчи чылай ĕçсем маларах вĕçленмеллеччĕ. Анчах та яланах шутланă-ĕмĕтленнĕ пек пулмасть çав: хирте ĕçлесси сунчăк тытса урам урлă каçасси мар. Çавах çĕр ĕçченĕсене ÿпкелес килмест.

Хальхи тĕп ĕçсенчен пĕри – кĕр аки. Паянхи кун тĕлне кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 2600 гектар акса хăварнă. Ку ĕç «Исток» сахал яваплă пĕрлĕхре, «А.Хлюкин» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вĕçленнĕ. «Мир» акционерсен хупă пĕрлĕхĕнче те 500 гектар акма ĕлкĕрнĕ.

Çĕртме çухи тăвасси те малалла пырать. 1830 гектар суха касси айне пулнă. Çавăн пекех, кĕрхисене акма 2420 гектар çĕр хатĕрленĕ.

«Исток», «Мир» хуçалăхĕсенче кукурузăна пухса кĕртеççĕ. «Уй-хир пикин» тухăçĕ япăхах мар.

Тĕрлĕ харпăрлăхри тата хушма хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăра» – çĕр улмине кăларасси те вĕçленсе пырать.

В.СЕВРЮГИН,

ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика