Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманта – сăтăрçă

21 сентября 2013 г.

Шăмăршă вăрман хуçалăхĕнче сăтăрçă хурт-кăпшанкă тупнă. Çавна пула вăрманăн 30 гектара яхăн лаптăкне карантина хупĕç.

Россельхознадзор ĕçченĕсем Шăмăршă районĕнчи лăсăллă вăрмансене тĕрĕсленĕ чухне хура мăйăха (черный сосновый усач) тупнă. Хальлĕхе 27,5 гектар лаптăка карантина кĕртнĕ. Анчах çитес вăхăтра пĕтĕм территорие хупма пултарĕç.

Хура мăйăх 11-28 миллиметр тăршшĕ. Унăн тăшманĕсем – хурт-кăпшанкă çиекен кайăксем, уйрăмах ула такка. Сăтăрçă нумайлансан йывăçсене инсектицидсемпе сирпĕтеççĕ.

Шупашкарта Олимп çулăмĕ ялкăшĕ

Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе «Сочи-2014» Олимп çулăмĕн эстафетине ирттерессипе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ.

Чăваш Ене хĕллехи ăмăртăвăн палли кăçалхи декабрь уйă- хĕнче çитĕ. ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников эстафетăн маршручĕ- пе паллаштарнă. Вăл 30 çухрăм тăршшĕ, Олимп çулăмне 60 ытла спортсмен йăтĕ. Факела йăтакан хăш-пĕр çын паллă: Маргарита Салдимирова тренер, Вячеслав Акимов биатлонист. Вĕсен йышне Олимп чемпионĕ Владимир Воронков, Лондонра бронза медаль çĕнсе илнĕ Татьяна Архипова тата ыттисем кĕрессе шанаççĕ. Çавăн пекех эстафетăна 300 ытла волонтер хутшăнĕ. Çав кун хула çыннисене республикăри паллă артистсемпе пултарулăх ушкăнĕсем концертсемпе савăнтарĕç.

Акци Мускавра октябрь уйăхĕ-нче старт илĕ, унта Олимп çулăмне йăлана кĕнĕ тăрăх Грецирен илсе килĕç. Олимпиада палли Раççейĕн 180 хули витĕр тухĕ. Аса илтеретпĕр: Олимп вăййисем Сочире 2014 çулхи февралĕн 7-23-мĕшĕсенче иртĕç.

А.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика