Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инçе каймасăр, вырăнтах

21 сентября 2013 г.

ХĂШ-ПĔР профессие алла илес тесен халĕ таçта аякка кайса çÿремелле мар: Шăмăршăрах Шупашкарти «Нива» вĕренÿпе курс комбиначĕн филиалĕ пур. Офис менеджерĕ В.Юманов каланă тăрăх, вăл пĕрре та пушă тăмасть – курсантсем яланах йышлă.

Хальхи вăхăта техника ĕмĕрĕ тетпĕр те, çавна май нумайăшĕ водитель удостоверениллĕ пуласшăн. Унсăрăн, паллах, автомобиль рулĕ умне лараймăн, инçе çула та тухаймăн. Права илес текенсем халĕ кунта 28-ăн.

– Икĕ уйăх вĕренеççĕ вĕсем, – терĕ Валентин Федорович. – Пиллĕкĕшĕ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе пĕлÿ илеççĕ.

Пулас водительсене П.Иванов преподаватель техника вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать. Н.Красновпа В.Степанов инструкторсем вĕсене машинăна тытса пыма, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма хăнăхтараççĕ.

Ял хуçалăхĕнче, ытти çĕрте те тракторист-машинистсем сахал мар кирлĕ. Вĕсене кунта унччен те сахал мар вĕрентсе хатĕрленĕ-ха. Çитес кунсенчех тепĕр ушкăн вĕренме пуçăнмалла. Хальхинче тата 15 çын çак профессие суйласа илме кăмăл тунă. Лайăх вĕренсе пырса экзаменсене ăнăçлă тытсан кашниех тĕрлĕ категориллĕ тракторист-машинистсем пулса тăрĕç. Унччен вара виçĕ уйăх çурă ăс-тăна çивĕчлетме тивĕ.

Курсантсем малашне ăста механизаторсем пуласси пирки Н.Володин преподавательпе В.Филиппов инструктор та иккĕ-ленмеçĕ.

Котельнăйсенче тахçан çĕр кăмрăкĕпе хутнă «кăмака» сăмах манăçа юлчĕ ĕнтĕ, ăна газ хуранĕ текен ăнлав улăштарчĕ. Анчах вĕсене ĕçлеттерме ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем кирлĕ. Çак ăсталăха та филиалтах алла илме пулать. Çитес уйăхра черетлĕ ушкăн вĕренĕве пуçламалла. Икĕ уйăхрах кашнинех иккĕмĕш разрядлă оператор пулас шанăç пур. Паллах, В.Тимофеев преподаватель тăрăшнипе.

Сăмах май, филиалта вĕреннĕ специалистсем пирки пур çĕрте те яланах лайăхпа асăнаççĕ. Çирĕп пĕлÿ илни ĕçре те пулăшать çав.

В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика