Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Самолет аэродрома вĕçсе çитеймен…

21 сентября 2013 г.

Самолет аэродрома вĕçсе çитеймен…

«Сывă-и, хаклă редакци! – çырать Энтĕрьелĕнче пурăнакан В.Ванюшин. – Эпир темиçе çул каялла юлташсемпе пĕрле Баскак паççулккине кайнăччĕ. Çав тăрăхри илемлĕ вырăнсемпе паллашнă май, юнашар вырнаçнă Мулла паççулкки çывăхĕнчи тимĕр карталлă обелиск умĕнче те пултăмăр, ун çине вăрман чечекĕсен çыххине хутăмăр. Унта вăрçă вăхăтĕнче ÿкнĕ самолет летчикне пытарнă иккен. Мĕнле сăлтава пула ÿкнĕ-ши çак самолет, летчикĕсем миçен пулнă; Кун пирки район хаçатĕнче хурав пама май çук-ши;»

Ку ыйту тата ытти вулакансене те интереслентернине шута илсе – çак темăна çутатма темиçен те ыйтрĕç – эпир Баскак паççулккинче çуралса ÿснĕ, каярахпа Шăмăршăра тĕпленнĕ, çыхăну уйрăмĕнче 30 çула яхăн водитель-инкассаторта ĕçленĕ А.Сачковпа тĕл пулса калаçрăмăр. Акă мĕн каласа пачĕ ĕçпе тыл ветеранĕ Анатолий Яковлевич:

– Ку инкек 1942 çулхи март пуçламăшĕнче пулса иртнĕ. Çав кун, каç пуласпа эпĕ, 14 çулти яш, юнашар Мулла паççулккин сулахай енĕпе икĕ моторлă самолет – вăл Тутарстанри Ишлĕ Матак енчен вĕçсе килчĕ – ерипен-ерипен Патăрьел районĕнчи Упамса еннелле анса пынине асăрхарăм. «Вăрманти уçланкăна анса ларчĕ пулĕ çак самолет», – шутласа илтĕм эпĕ.

Тепĕр кун ирхине Баскакра инкек пирки хыпар хăвăрт сарăлчĕ – çар транспорт самолечĕ вăрманти хырсем çине ÿксе арканнă иккен. Самолет ÿксенех летчиксем инкек пирки систерсе тÿпене хĕрлĕ ракета янă-мĕн. Мулла паççулккинчи тутар яшĕ ракета çутине асăрханă та, юр аша-аша çав вырăналла çул тытнă. Ăна хирĕç лаша çулĕпе икĕ летчик килнĕ. Вĕсем самолет ÿксе арканнă вырăнта экипажăн виççĕмĕш членĕ юлни, кабинăран сирпĕнсе тухнă хыççăн штурман икĕ хыр хушшине пуçĕпе хĕсĕнсе ларса йывăр аманни, халех лаша кÿлсе ăна кайса илмелли пирки пĕлтернĕ. Çамрăк офицера лашапа Муллари клуба хăвăрт илсе килнĕ, медсестрана чĕнтернĕ. Шел, Украина йĕкĕчĕ часах пурнăçран уйрăлса кайнă...

Ăна Мулла паççулкки çывăхĕнче, Хырла юхан шывĕн çыранĕн хĕрринче пытарнă. Çак сăваплă вил тăприне Баскакри пуçламăш шкул учителĕсем Вера Ивановна Хомуткина (Корчагина) тата Анна Гавриловна Веденеева хăйсем вĕрентнĕ класс ачисемпе пĕрле пăхса-тирпейлесех тăнă, хитре чечексем ÿстернĕ. Вил тăпри çине вăрçă хыççăнхи çулсенче штурманăн амăшĕ те Украинăран кашни çулах киле-киле кайнă. Баскак ял Совечĕн ĕçтăвкомĕ летчикăн вил тăпри йĕри-таврашне тимĕр карта тытса çавăрассине, тимĕр листинчен палăк тăвассине йĕркеленĕ. Украина ывăлĕ ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна халĕ «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн ĕçченĕсем тата Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен волонтерсем тирпейлесе тăраççĕ.

Ÿксе арканнă самолет пирки кĕскен каласа хăварни те вырăнлă пулĕ. А.Сачков каласа панă тăрăх, – вăл çак вырăна ытти ачасемпе пĕрле тепĕр ик-виçĕ кунтанах кайса килнĕ – икĕ моторлă çар транспорт самолечĕ ÿк- нĕ хыççăн çурмаран хуçăлнă. Моторĕ айккине сирпĕнсе кайнă, çуначĕсем ваннă. Малтанласа самолета сыхланă пулнă – ял совечĕн активисчĕсем кунта дежурствăна çÿренĕ. Анчах кайран, самолет юлашкийĕсене никам та килсе илменнине кура, сыхлав ĕçне пăрахăçланă. Баскакпа Мулла паççулккисен çыннисенчен хăшĕ-пĕрисем самолет çунаттин ванчăкĕ-сенчен, дюралюмини пăрăхĕсенчен кĕреçесемпе вĕсен авăрĕсене ăсталанă. Ачасем вара пĕчĕк пăрăхсене, ытти пайсене тата-тата илсе хăйсем валли вылямалли хатĕрсем тунă. Çулран-çул самолет юлашкийĕсем чаксах пынă, вĕсем, çав шутра моторĕ те, металлолома та ăсаннă. Самолет ÿкнĕ вырăна юпа лартса хăварнă пулнă, каярахпа вăл çĕрĕшсе ÿкнĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче хыр йывăçĕсене каснă, çав вырăнта халĕ çамрăк хыр вăрманĕ çитĕнет. Çавна май самолет ÿкнĕ вырăна халĕ тĕп-тĕрĕс палăртма питĕ йывăр.

Çак самолет çинче нимле хĕç-пăшал та, бомба та пулман. Вăл çар грузĕсем турттаракан сывлăш карапĕ пулнă. Ÿксе арканнă хыççăн самолет йĕри-таврашĕнче пушă пичкесем выртнă. Ахăртнех, самолет çар грузĕ-сене пушатнă хыççăн каялла таврăннă пулас. Летчиксем инкек тÿснĕ хыççăн каласа панă тăрăх, вĕçев вăхăтĕнче мотор чăхăмлама пуçланă. Вĕсем Упамса вăрманĕнчи уçланкăна анса ларма ĕмĕтленнĕ. Анчах унта çитме 8-9 çухрăм юлсан, самолет çÿллĕ хыр тăррисене перĕннĕ хыççăн, çĕре ÿкнĕ. Хăйсен юлташне – Павел Федорович Прусакова – пытарсан экипаж командирĕпе борттехник каялла хăйсен авиаци çар чаçне таврăннă. Вăрçă хыççăн вĕсем штурманăн вил тăпри патне килмен. Летчиксем тахçанхи инкек вырăнне таврăнса чĕрене çĕнĕрен ыраттарас темен пулĕ.

Вулакансен ыйтăвĕ çине хуравлама пулăшнăшăн А.Сачкова чĕререн тав тăватпăр.

И.МЕДВЕДЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика