Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем «Хут çĕленсем» ятпа иртнĕ республика фестивалĕнче лайăх кăтартусемпе палăрнă.
Шкулта «Улшăнуллă тÿпе» техника кружокĕ ĕçлет. Ăна А.Еремеев преподаватель ертсе пырать. Александр Сергеевич, учитель ĕçĕнче кăна мар, алĕç ăсталăхĕнче те пысăк пултарулăхпа палăрса тăраканскер, ачасене ăнăçлă конструкциллĕ хут çĕленсем тума вĕрентет, вĕсене творчество шухăшлавĕпе ĕçлеме хавхалантарса пырать.
Республика конкурсне çак кружока çÿрекенсем – вĕсем тĕрлĕ классенче вĕренеççĕ – 10 модель ытла тăратрĕç. Муркаш тÿпинче, çанталăк улшăнуллă тăнине пăхмасăр, пирĕн хут çĕленсем хăйсене лайăх енĕпе кăтартрĕç, чи вăйлă модельсемпе ăмăртса вăй виçме пултарчĕç.
Конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен «Лаптак хут çĕленсем» класра Андрей Елкин – пĕрремĕш, «Пысăк хут çĕленсем» класра Кирилл Гришняков – иккĕмĕш, Антон Кудряшов виççĕмĕш вырăнсем йышăнни палăрнă. «Ертсе пыракан модельсем» класра Сергей Еремеев виççĕмĕш вырăна тухнă.
Командăсен пĕтĕмĕшле результачĕсем тăрăх Шăмăршă вăтам шкулĕн команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, куçса çÿрекен сумлă Кубока тивĕçнĕ. Ачасен çак конкурсри кăтартăвĕсене пĕрлех 2013-2014 çулсенче А.Г.Николаев летчик-космонавт Кубокне илессишĕн вĕренекенсем хушшинче пыракан спортпа техника тата спортăн прикладной тĕсĕсен Х Спартакиадин зачетне те кĕртнĕ.
Пысăк çĕнтерÿ тунă ятпа кружок членĕсене тата вĕсен ертÿçине А.Еремеева ăшшăн саламлатпăр, алĕç ăсталăхĕнче çĕнĕ ÿсĕмсем сунатпăр.
В.ХОРЬКОВА.