«ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ» наци паркĕ яланах мĕнле-тĕр çĕнĕлĕхе çул панипе палăрса тăрать. Нумаях пулмасть кунта «Эко-Невидаль» арт-объект сукмакĕ уçăлчĕ.
Арт-объект – искусство объекчĕсем, вĕсем художество пĕлтерĕшлĕ те шутланаççĕ. Вĕсенче – хăйне майлă фантази: çынсен ăсталăхĕ, тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ.
Хальлĕхе сукмак тăршшĕ вăрăмах мар-ха. Маршрут илемлĕ те асра юлмалли вырăнсем тăрăх иртет.
Сукмак «Тÿпе хапхи» текен вырăнтан пуçланать. Хăйне майлă архитектура хайлавĕ те теме пулать ăна. Ăсталаканĕсем – парк ĕçченĕсем С.Ильин, Д.Ткалун.
Тепĕр объект – «Шалти вăрттăн пурнăç». Унăн идейин авторĕ – Джузеппе Пеноне итальянец. Унăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртекенĕ – ылтăн алăллă А.Маркелов. Объект символĕ: туратсăр, тымарсăр йывăç – çухату, тин лартнă хунав – пуласлăх.
«Вĕçен кайăксен пĕрлĕхĕ» – хăйне майлă «вăрман хули». Ку объектра та курмалли, тĕлĕнмелли сахал мар. Мĕн кăна çук-тăр унта; Сăмахпа çырса кăтартаймăн – çак илеме вырăна çитсе курсан çеç ăнланма, ăша хывма пулать.
Çĕнĕ сукмакăн пуçламăшĕ пур, анчах вĕçĕ çук. Вăл туристсене, çут çанталăк тусĕсене илĕртесси пирки иккĕленÿ çук. Кунта пĕрре пулса курсан, татах та татах чун туртăнĕ.
С.Ларионова, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн экологи пĕлĕвĕ паракан пайĕн методисчĕ.