Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сума суни – хăех хисеп

25 сентября 2013 г.

Вăхăт, вăхăт, ăçта васкать-ши вăл? Кун иртет, тепри килет, сехет йĕпписем шăваççĕ те шăваççĕ. Вăхăта нимĕнле вăй-хăват та тытса чараймасть. Ку вăл çут çанталăк пулăмĕ, саккунĕ. Нумай çул пурăнса ирттерсен кашни çын умне ватлăх килсе çитет. Мĕнле тапхăр вăл, этем пурнăçĕнчи ватлăх? Нумай çул пурăнса, çемье çавăрса, ача-пăча ÿстерсе, кирек хăш ĕç вырăнĕнче те тăрăшса ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва тухни-ши?

Ватлăх вăл – пурнăç çулĕн вĕçнелле утмалли вăхăт. Акă, унчченхи илемлĕ сăн-питре пĕркеленчĕксем, пуçра шурă çÿç пĕрчисем. Ăçта кайса кĕрет-ха ĕлĕкхи вăй-хал? Шухăшпа пурăнать ватă çын. Хăйĕн пурнăç çулне тепĕр хут пăхса тухать. Ачалăх, çамрăклăх, вăй парса ĕçленĕ çулсем, юлташсем (пурăнаканнисем те, ку тĕнчерен кайнисем те). Шухăшпа халĕ те ватă çын тем тума та хатĕр, анчах ăçта кайса кĕчĕ-ха унчченхи вăй-хал; Акă, час-часах ай-ай! сăмахсем, ах! тесе ассăн сывласа янă сăмахсем... Чĕре те урăхла тапать, юн пусăмĕ хăпарать, ал-ури те ыратать, куçĕ те япăхрах курать, хăлха та мăкалать. Çапла пурăнать ватă çын. Сывлăх пулсан, ачу-пăчу сума сусан, хăвна яланах хÿтлĕхре туйсан – ватлăх пĕрре те хăрушă мар. Пирĕн хальхи пурнăçри ватлăх, унчченхипе танлаштарсан нумай çăмăлтарах. Пурнăç условийĕсем те урăхла. Уйăхсерен пурăнмалăх пенси параççĕ, медицина пулăшăвĕ те сисĕмлĕ. Ватăсен пурнăçне кăштах та пулин çăмăлтарах тăвас тесе пирĕн правительство сахал мар тăрăшать. Эпир, ватăсем, ăна лайăх ăнланатпăр. Акă, часах, октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Ватăсен кунне паллă тăваççĕ. Юлашки çулсенче çак кун ватăсемшĕн чăн-чăн уяв пулса тăчĕ. Ку куна чылайлăха асра юлмалла ирттересси, вырăнти ертÿçĕсенчен, тĕрлĕ предприятисенче ĕçлекен пуçлăхсенчен нумай килет. Ватăсемшĕн ăшă сăмах, вĕсене хисеп туни, манса кайманни – чи кирли.

Ф.КУЗНЕЦОВА, районти ветерансен Канашĕн председателĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика