Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » М. Игнатьев форума хутшăннă

02 октября 2013 г.

Сентябрĕн 26-29-мĕшĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери XII «Сочи-2013» инвестици форумĕн мероприятийĕсене хутшăннă. Сентябрĕн 27-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ «Экономика аталанăвĕ тата пурнăç пахалăхĕ: вăхăт ыйтни, малашлăх» форумĕн пленарлă ларăвне хутшăннă. Унта тĕп доклада Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев тунă.

Паллă ĕнтĕ: 2008 çулхи финанс кризисĕ кăларса тăратнă йывăрлăхсенчен пĕтĕмпех хăтăлма май килмен, çитменнине тата кризиса хирĕç мерăсене чылай чухне тĕплĕн шухăшламасăр йышăннă.

Бизнес-климата лайăхлатма çĕр-шывра нумай вăхăтлăха кредит памалли рынока аталантарма хатĕрленеççĕ, уйрăммăн илсен, Федераци гаранти фондне туса хураççĕ. Инфратытăм проекчĕсене пурнăçа кĕртме Наци пуянлăхĕн фончĕн укçи-тенкипе анлăрах усă курмалла, патшалăхпа уйрăм çын çыхăнăвне аталантарма тивĕçлĕ норматив никĕсне йышăнмалла. «Инвестора Раççейре меллĕ, хăтлă тата сиенсĕр пулмалла», – тенĕ Дмитрий Медведев.

Пĕтĕм тĕнчери XII форум вăхăтĕнче Михаил Игнатьев Раççей Перекет банкĕн «ĕçлĕ апатланăвĕнче» пулнă. Унта регионсен экономикăпа тата социаллă пурнăçпа çыхăннă инвестици мегапроекчĕсене, уйрăммăн илсен – пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли Мускав-Хусан чукун çул магистральне тăвассине – пурнăçламалли уйрăмлăхсене пăхса тухнă.

Ыйтусене сÿтсе явма Раççей Правительствин вице-премьерĕсем Аркадий Дворкович, Ольга Голодец, Игорь Шувалов тата ыттисем хутшăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех «Аталанăвăн федераци тата регион тытăмĕсем: регионсем валли усси пур-и;» тата «Регион транспорт инфратытăмне уйрăм çынсем хывакан инвестицисем» «çавра сĕтелсен» ĕçне хутшăннă. Вĕсене Раççей Федерацийĕн транспорт министрĕ Максим Соколов ирттернĕ.

А.ЛЬВОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика