Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен лайăххисен йышĕнче

02 октября 2013 г.

ИТАР-ТАСС пĕлтернĕ тăрăх – Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев федераци субъекчĕсен «Газпром» умĕнчи парăмĕсемпе çыхăннă ыйтупа çывăх вăхăтра канашлу ирттерет.

Çакăн çинчен вăл Пĕтĕм тĕнчери XII «Сочи-2013» инвестици форумĕ вăхăтĕнче Раççейри ĕçлĕ çынсемпе ирттернĕ тĕл пулура каланă. Унта газ кĕртесси пирки кăна мар, парăмсем çинчен те калаçу пырĕ.

«Газпром» ертÿçи Алексей Миллер пĕлтернĕ тăрăх – пысăк парăма кĕнĕ регионсем газ кĕртмелли тата унпа тивĕçтермелли программăсене чакарнă субъектсен списокне кĕрĕç.

«Тÿрлетÿ пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççей Федерацийĕнчи 9 субъектра газпа тивĕçтермелли тата газ кĕртмелли программăсем валли укçа-тенкĕ сахалрах уйăрма тиврĕ. Çав вăхăтрах 8 субъектра унăн калăпăшне ÿстертĕмĕр, мĕншĕн тесен çак регионсем графикран малта пыраççĕ», – тенĕ «Газпром» пуçлăхĕ.

Малта пыракансен хушшинче вăл Воронеж, Ленинград, Омск, Томск облаçĕсене, Пермь тата Хабаровск крайĕсене, Ханты-Манси автономи округне, Чăваш Ене палăртнă. Алексей Миллер шăпах çак регионсенче инвестици тăрăмĕ лайăх пулнине каланă.

А.ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика