Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла уссан – ĕç пымасть

02 октября 2013 г.

ИРТНĔ тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев ирттернĕ канашлура район пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.

Пĕрремĕш тĕп ыйту – хĕллехи тапхăрта çуртсене, ытти объектсене ăшăпа тивĕçтересси. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоров каланă тăрăх, ку тĕлĕшпе чăрмавсем çук – пĕтĕм ĕçсене çу кунĕсенчех 100 проценчĕпех пурнăçланă, юсав ĕçĕсене туса ирттернĕ. Чи малтанах больницăна, ача сачĕсене, шкулсене ăшă пама палăртнă.

Канашлура тирпей-илем ыйтăвĕ те тимлĕхре пулнă. Çакă хамăршăнах лайăх вĕт. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çул-йĕре юсас, урамсене каçхи-çĕрлехи тапхăрта çутатса тăрассине лайăхлатас пирки аса илтернĕ.

Юхăннă тата авариллĕ çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ хваттерсемпе, çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа мĕнлерех пурнăçланать-ха; Начар мар иккен.

Акă, Шăмăршăрах нумай хваттерлĕ çурт хăпартас ĕç пырать. Унти хваттерсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 540 тăваткал метр пулмалла. Ĕçе ноябрь уйăхĕнче вĕçлеме палăртнă.

(Хамăр корр.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика