Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕн юхрĕç юрăсем

02 октября 2013 г.

Васан ял тăрăхĕн администрацийĕ тата культура ĕçченĕсем Ватă çынсен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ тĕлне ветерансем валли хăйне евĕр интереслĕ те чылайлăха асра юлмалли мероприяти йĕркелеме шутларĕç. Сентябрĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче, ятарласа автобус тытса, ялсенчи ветерансем «Чăваш вăрманĕ» наци паркне çитрĕç. Çак экскурси вăхăтĕнче вĕсем Баскак лесничествинчи информаци пункчĕпе, чăваш культурин «Пархатар» комплексĕпе паллашрĕç. Кун хыççăн «Эко-невидаль» арт-сукмакпа утса йывăçран тунă пĕчĕк скульптурăсем, кайăк-кĕшĕк пурăнакан тĕрлĕ йăвасем çине пăхса киленчĕç. Малалла ветерансем «Аваллăх алăкне уçса» этно-экологи сукмакĕпе утса юмахри пек илемлĕ вырăнсене курса çаврăнчĕç, «Çăка çăтмахĕ» уçланкăра пулчĕç.

Çак уçланкăра пенсионерсем техĕмлĕ чейпе, тутлă çимĕçсемпе сăйланчĕç. Йĕри-таврашри илемлĕ ÿкерчĕксем вĕсен чун-чĕринчи курăнми хĕлĕхĕсене хускатрĕç. Сумлă ветерансем хăйсен çамрăклăхĕнчи юрăсене пĕрин хыççăн теприне шăрантарчĕç. Вĕсен çепĕç юррисем вăрман тăрăх илемлĕн юхса саланчĕç.

Г.ЛАРШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика