Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Праски аппа – тăхăр вуннăра

02 октября 2013 г.

СЕХЕТ йĕпписем пĕр вырăнта чарăнса тăмаççĕ – хĕвеле май куçаççĕ те куçаççĕ. Çын ĕмĕрĕ те çаплах: пурăннăçемĕн çулсем хыçала тăрса юлаççĕ.

Ĕмĕр ирттересси – уй урлă каçасси мар. Нуши-терчĕ, савăнăç-телейĕ – вăхăчĕпе пурне те курма, тÿсме тивет. Пĕр сăмахпа – кашнин хăйĕн шăпи.

Карапай Шăмăршăра пурăнакан П.Елисееванах илер-ха, акă. Тăхăр теçетке каялла кÿ- ршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнче кун çути курнă, унтах ÿссе çитĕннĕ вăл. Йышлă пулнă вĕсен çемйи. Çавăнпах мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçма тивнĕ хĕр ачан. Праски вара нихăçан та ÿркенсе тăман: ун аллисенче ĕç вĕресе тăнă.

Карапай Шăмăршăпа Нăрваш Шăхаль хушшисем, пĕр шутласан, ытла нумаях та мар. Çак хушша вĕри юрату татах кĕскетет. Хăçан, ăçта пуçласа тĕл пулнă Перасковья Михайловнапа Иван Макарович – çакна вĕсем хăйсем çеç пĕлеççĕ пулĕ. Юрату – çемье: кÿршĕ район хĕрĕ Карапай Шăмăршă кинĕ пулса тăнă.

Ваттисен кунĕ умĕн 90 çул тултарнă Праски аппан çамрăк чухнехи вăй-халĕ, ĕçченлĕхĕ чакман пекех туйăнать. Тĕрлĕ çĕрте чылай çул вăй хунăскер, вăл халĕ те килте алă усса ларасшăн мар.

– Урасем утнă чух, алăсем пур чух мĕн те пулин тумасăр чун чăтмасть, – тет ĕç ветеранĕ. – Тăхăр вунă çул нумай-и вара; Татах та тăсасчĕ-ха умри çулсене...

Хĕрĕн – Наталиян çемйипе пурăнать халĕ юбиляр.

– Татах та нумайрах пурăнмалла пултăр сирĕн, Перасковья Михайловна, – терĕ район адмиистрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев сумлă ватăна саламланă, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Тав çырăвне панă май. – Эсир – паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.

И.ХУРАСЬКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика