Октябрĕн 1-мĕшĕнче Шăмăршă ял тăрăхĕнчи хисеплĕ ветерансем районти культура аталанăвĕн центрне пухăнчĕç. Ватă çынсен Пĕтĕм тĕнчери кунне халалланă мероприятие ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Вазанов уçрĕ.
– Пирĕн сумлă çыннăмăрсем, хисеплĕ ветерансем, сире эпĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн ятĕнчен пĕтĕм чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей тата вăрăм ĕмĕр сунатăп, – терĕ Андрей Петрович. – Эпир сирĕнпе тивĕçлипе мухтанатпăр. Эсир чăннипех те мухтава тивĕçлĕ. Шăпах эсир Аслă Аттелĕх вăрçин Çĕнтерĕвне сисĕмлĕ тÿпе хывнă. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн вăй-халăра шеллемесĕр ĕçлени те район историйĕнче ылтăн сас- паллисемпе çырăнса юлнă. 60-70-мĕш çулсенчи производствăпа социаллă пурнăç аталанăвĕнче те эсир сисĕмлĕ йĕр хăварнă.
Ача-пăча çуратса, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса, кирлĕ пĕлÿ илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларни, патшалăха юрăхлă çынсем ÿстерни те – çав тери ырă пулăм. Халĕ эсир, хисеплĕ ветерансем, мăнуксене тата мăнуксен ачисене хăвăр пек ĕçчен те сăпайлă çынсем пулма вĕрентетĕр. Эсир çемье ăшшине тытса тăрас тесе чун-чĕре хĕрĕвне шеллеместĕр.
Пуриншĕн те тайма пуç сире, сумлă ветерансем. Сирĕн ырă ĕçĕрсем нихăçан та манăçмаççĕ. Паха сĕнĕвĕрсем те пире пурнăçра пулăшсах пыраççĕ.
А.Вазанов хыççăн районти ветерансен Канашĕн ертÿçин çумĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Ф.Кузнецова сăмах илчĕ. Федора Пантелеевна хисеплĕ пенсионерсене уяв ячĕпе саламланă май, пурне те лайăх сывлăхпа çÿреме ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ.
Уяв программине культура ĕçченĕсем тата районти культура аталанăвĕн центрĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ çепĕç юрă-ташă программипе, кулăшла инсценировкăсемпе илемлетрĕç. Алена Петрова солистка лирикăллă тата 70-мĕш çулсенчи эстрада юррисен композицийĕсемпе савăнтарчĕ. Ольга Бибукова – «Анне», «Пилеш кайăксем», Татьяна Яковлева – «Надежда», Иван Медведев «Вĕç, вĕç, куккук» юрăсем шăрантарчĕç.
Ачасен «Антонина» халăх ташă коллективĕн (илемлĕх ертÿçи Антонина Нефедова) вăтам ушкăнĕ чăваш тата вырăс халăх ташшисене пурин кăмăлне те каймалла хитре хусканусемпе ташласа пачĕ. Валентина Львовапа Татьяна Давыдова «Хуняма» тата «Кума кукăль çитерет» инсценировкăсене чăн-чăн артистсем евĕрлех выляса кăтартрĕç.
Интереслĕ программăшăн пенсионерсем ял тăрăхĕн администрацине, ветерансен райоти канашне тата юрă-ташă ăстисене чĕререн тав турĕç.
И.АНАНЬЕВ.