Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авторĕ – педагог

02 октября 2013 г.

45 Çул педагогика ĕçĕпе вăй хунă вăрçă ветеранĕ, Васанта çуралса ÿснĕ Николай Герасимович Павлов Ваттисен тата Учительсен кунĕсене тулли кăмăлпа кĕтсе илет. Савăнмалли те пур çав: «Ĕмĕр иртĕ – ыр ят юлĕ» ятпа кĕнеке кăларчĕ.

Район хаçачĕн вулаканĕсем Н.Павлова питĕ лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ. Хаçат страницисенче унăн корреспонденцийĕсемпе статйисем, сăввисем сахал мар пичетленсе тухнă. Çавăн пекех республикăра тухса тăракан «Хыпар» хаçатра çырнисем те кун çути курнă.

Автор хăйĕн чи лайăх материалĕсене пĕр çĕре пухса кĕнеке кăларма тĕллев лартнă. Редакцилеме унăн вĕренекенĕ, Ярăславра çуралса ÿснĕ, республикăри «Халăх шкулĕ» журналăн тĕп редакторĕ Н.Морозов килĕшнĕ. Пĕрле тăрăшса вăй хуни сая кайман. Кĕнекере 28 сăвăпа 10 статья пичетленнĕ. Унтах Н.Морозов редактор тата Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекен Л.Иванова авторăн кун-çулĕпе пултарулăхне çырса кăтартнă.

Николай Герасимович 100 экземплярпа кăларнă кĕнекине районти ялсемпе шкулсенчи библиотекăсене, музейсене, вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕнчи методика кабинетне тата чи çывăх çыннисемпе тăванĕсене парнелет.

Çывăх вăхăтра «Ĕмĕр иртĕ – ыр ят юлĕ» кĕнеке презентацине тăвасшăн.

Г.СМАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика