Кулленхи пурнăçра ачасем аслисене итлеменни е йăнăш туни час-час тĕл пулать. Чылайăшĕ çул çитменскере мĕнле майпа айăплать-ха; Тарăхнă ашшĕ е амăшĕ «паян компьютер (телевизор) умне лармастăн», «уçăлма тухмастăн», «кĕтесре тăрăн», «сан валли шăккалат пулмĕ» тенине çемьесенчен ытларахăшĕнче илтме май пур. Çакнашкал айăплавсен усси пачах çук темĕпĕр – ача хăйĕн йăнăшне туйса илетех.
Çапах та ачана лайăхрах воспитани пама урăхларах мел пулăшăвĕ витĕмлĕрех. Ун çинчен тĕплĕнрех калаçăпăр та.
Канмалли кунсенче пĕр-пĕр кăмăллă ĕç-пуç çемьере пулса иртетех. Тĕслĕхрен, ашшĕпе ывăлĕ пулла каяççĕ. Амăшĕ пурте юратакан кукăль пĕçерни те – хăйне евĕр уяв. Е, калăпăр, хĕллехи кун пурте йĕлтĕр сырса вăрмана çул тытаççĕ. Ĕненĕр: çакнашкал йăласене пур ача та юратать. Ашшĕ-амăшĕ вĕсемпе çывăх хутшăнни, тимлĕ пулни ачасемшĕн чăн-чăн уяв мар-и;
Пепке айăпа кĕчĕ тĕк; Çак кун е ку эрнере çавнашкал «уяв» пулмасть. Ытла «çемçе» айăплав пек туйăнать-и; Апла мар çав. Çакăн пек чухне ашшĕ-амăшĕ тĕрĕсех ятланине, хăй чăнахах хитре мар хăтланнине пепке нихăçанхинчен лайăх ăнланать. Аслисен кăмăлне урăх пăсас марччĕ тесе пуçне картса хурать: чăрсăрланни хăйнех пырса тивессе пĕлет.
«Вăхăт çук», «паян мар», «хăп-ха çумран – ахаль те ывăннă» тени тăтăш илтĕнекен çемьесенче лару-тăру мĕнле-ши; Кун пек калакан ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕ хăйне тытма пĕлесси иккĕленÿллĕ. Йĕркене пăхăнма йывăррăн хăнăхĕ унашкалли. Чи хăрушши – ашшĕ-амăшĕпе ачи хушшинчи хутшăну сивĕнме пултарни. Кăмăл-туйăм час-часах хуçăлни (икĕ енчен те) туслăх-юратăва хавшатать.
Мĕнле пĕтĕмлетÿ тăвассине вулакан хăех тавçăрса илчĕ-тĕр: пĕчĕк, пысăк уявсем çемьере тăтăш пулсан – аван. Кăмăла çĕклекен ĕçе пĕрле туни те кĕрет кунта. Çапларах «савăнăç утравĕсем» çавăрма пĕлни çемьешĕн сиплĕ эмел вырăннех пулĕ – туслăх çирĕпленсех пырĕ. Ачасем хаваслă саманта чăтăмсăр кĕтĕç. Асăрхаттарар: кăшт айăпа кĕнĕшĕнех, вак-тĕвекшĕнех кĕçĕннисене «уявран» хăтарма кирлĕ мар.
Т.ПАВЛОВА,
психолог.