Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хăрушлăхсăр интернет» тата ачасем

02 октября 2013 г.

Паянхи пурнăçа интернетсăр курмастпăр та темелле. Хăшĕ-пĕри унта ĕçлĕ тивĕçĕсене пурнăçлама, кирлĕ информаци шыраса тупас тĕллевпе ларать. Теприсем вара Интернет-магазинсемпе интересленеççĕ, япала туянаççĕ, виççĕмĕшĕсем социаллă сетьсемпе анлăн усă кураççĕ.

Ытларах вара ачасем кăсăкланаççĕ çак япалапа, пушă вăхăта вĕсем кунĕпех унта ирттерме хатĕр. Выляççĕ, çыру çÿ- ретеççĕ, кĕвĕсем итлеççĕ...

Ашшĕ-амăшĕн шухăша путмалăх сăлтавĕ вара нумай. Интернетра ачашăн çав тери нумай информаци. Вăл çеç те мар, чылайăшĕ уншăн хăрушă та. Порнографи тата ытти иккĕленÿ- ллĕ те япăх сайтсем, укçа-тенкĕлле выляни, сăтăр ĕçсем тума вĕрентни... – ку тулли мар список çеç-ха. Ывăл-хĕрĕшĕн кирлĕ мар информаци çав тери сиенлĕ пулнине аслисен лайăх пĕлмелле, вĕсене тĕрĕс мар çул çинчен пăрма тăрăшмалла. Ытларах ĕçе, вĕренĕве явăçтармалла. Интернет серепинчен ачана хăтарма питĕ йывăр. Ÿсекен ăру хăй тĕнчине хупăнса ан лартăр тесен мĕн тумалла-ха;

Чи малтанах ачапа пĕрле интернета кĕрес йĕркене, вăхăта çирĕплетĕр. Палăртнинчен нихăçан та ан пăрăнăр. Енчен те мĕнле те пулин информаци кирлĕ пулсассăн интернета пĕрле кĕрĕр, усăллă материала пĕрле шырăр. Енчен те ача чатсемпе сайтсенче регистрациленес тет пулсассăн унта чăн ятпа хушамата, адреса, телефон номерне çырма юраманнине калăр. Унпа пĕрлех хăш шкулта, миçемĕш класра вĕреннине, мĕнпе кăсăкланнине, ăçта уçăлса çÿренине тата ытти пирки хăйĕн информацине яр-уççăн пĕлтермелле марри пирки асăрхаттарăр. Интернетра паллашнă юлташсемпе тĕл пулни инкек патне илсе çитерме пултарни пирки те калăр. Унти информаци яланах чăнлăх пулманни пирки те ăнлантарăр.

Интернетри сиенлĕ информаци тата унăн витĕмĕ пирки кĕскен те уçăмлăн, ăнланмалла каласа парăр.

Паянхи кун кашни 5-мĕш SIM-карттă – ачасен аллинче. Вăтамран ачасен 80 проценчĕ интернетпа компьютер е телефон урлă усă курать. Çавăнпа та ачасене хаклă мар телефонсем çеç туянса пама сĕнеççĕ специалистсем.

А.ЕФРЕМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика