Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улмин 80 проц. пухса кĕртнĕ

16 октября 2013 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитет ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлура ĕççи ыйтăвĕсене, республика делегацийĕ Раççей «Ылтăн кĕркунне» куравне хутшăннин кăтартăвĕ-сене, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине тишкернĕ.

Вице-премьер – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов палăртнă тăрăх – республикăра çĕр улмин 80 проц. пухса кĕртнĕ. Хуçалăхсем пахча çимĕçпе кукурус пухса кĕртес енĕпе те малалла ĕçлеççĕ, кĕрхи суха тăваççĕ. Республика Пуçлăхĕ Ял хуçалăх министерствине ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне пĕтĕм çимĕçе пухса кĕртессине вĕçлеме кирлĕ мерăсене йышăнма хушнă.

Мускавра октябрь уйăхĕн 9-12-мĕшĕсенче иртнĕ «Ылтăн кĕркунне – 2013», курава Чăваш Енри 30 организаци хутшăннă. Республикăн агропромышленность комплексĕн предприятийĕсем «АгроТек-2013», «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси тата ăрат ĕçĕ», «Ветеринари, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли оборудовани» куравсенче пулнă, пахалăх конкурсĕн пилĕк номинацийĕнче продукцин 54 тĕслĕхĕпе паллаштарнă. Чăваш Ен предприятийĕсемпе организацисем пĕтĕмпе 33 награда çĕнсе илнĕ: 11 ылтăн, 7 кĕмĕл, 13 бронза медаль тата 2 тав хучĕ.

ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси çинчен каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх – 2013 çулта ЧР Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен республикăри нумай хваттерлĕ çуртсенче пулнă пушарсен тата газ сирпĕннин сиенне пĕтерме 17,39 млн тенкĕ уйăрнă.

Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ Грецири Салоники хулинче яшсемпе хĕрсен тĕнче шайĕнчи ăмăртăвĕнче ăнăçлă кĕрешнĕ çамрăк чăваш самбисчĕсене саламланă. Унта хăйсен виçе категорийĕ-сенче Максим Иванов – ылтăн, Эдера Лаврентьева, Наталия Степанова тата Владимир Алексеев кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика