Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекен çамрăксен "çавра сĕтелĕ"

12 октября 2013 г.

 Унта республикăри хуласемпе районсенчи 27 предприятипе организаци представителĕсем хутшăннă.

Шăмăршă районĕнчи çак мероприятире Пуянкасси ял тăрăхĕнчи çамрăксен Канашĕн председателĕ Наталия Богатнова пулнă. Тĕл пулура çак ыйтусене сÿтсе явнă:

– Республикăри çамрăксен 2013 çулхи чи лайăх канашĕпе тата ертÿçипе çыхăннă конкурсăн положенийĕсен проекчĕсем;

– Республикăри ĕçлекен çамрăксен канашĕн тата Çамрăксен пуçарулăх центрĕн 2013-2014 çулсенчи вĕренÿ çулĕнчи пĕрлехи ĕç планĕ;

– Çамрăксен канашĕн 2013 çулхи IV кварталти Çамрăксен Федераллă агенствин мероприятийĕсене хутшăнасси çинчен.

Çавăн пекех Республикăри çамрăксен конкурсĕ мĕнле пынине, вĕсен условийĕсене пăхса тухрĕç, номинацинче мала тухнисене палăртмалли йĕркесем çинчен калаçрĕç. Çамрăксен канашĕсен председателĕсем хăйсен сĕнĕвĕсене çак электронлă адреспа ярса пама пултараççĕ: Zmi2@List.ru.

Канашлăва хутшăннисем хăйсем ĕçлекен предприятисемпе организацисенче мастер-классем ирттерĕç. Ку вăл çамрăксен канашĕн çĕнĕ çынсене явăçтарма, çамрăксен конкурсне тĕплĕнрех хатĕ-рленме май парĕ.

Э.ФИЛИППОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика