«Ĕçлĕ çын – телейлĕ çын», - тенĕч- чĕ вăл мана пĕррехинче, Васанти культура çурĕнче, сăвă вулакансен конкурсĕ вĕçленнĕ хыççăнхи калаçура. Çак сăмахсем вĕрентÿллĕ тата унпа килĕшÿллĕ. Пурнăçăн кашни самантне Н.Павлов усăллă, ĕçлĕ ирттерме тăрăшать. Акă ман умра унăн пысăк ĕçĕ - вĕр-çĕнĕ кĕнеке. Нумаях пулмасть вăл Шупашкарта «Ĕмĕр иртĕ – ыр ят юлĕ» ятпа пичетленсе тухрĕ. Хам пата вăл вулакансенчен маларах парне шучĕпе çитнишĕн чунтан савăнтăм. 28 сăвăпа, 10 статьяпа, Н.Морозов редактор тата Л.Иванова вĕрентекен Н.Павлов çинчен çырса кăтартнă статьясемпе тĕплĕн паллашрăм.
45 çул педагогика ĕçĕнче вăй хунă ентешĕн кĕнекинче хам валли те пурнăçра кирлĕ нумай хаклă сĕнÿсемпе ырă шухăшсем тупса палăртрăм. «Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен», – теççĕ чăвашсем. Çак сăмахсене тĕпе хурса, Николай Герасимович хăй вĕреннипе пĕрлех, ыттисене те верентсе пырать. Çулĕпе тăхăр теçеткерен иртнĕ пулсан та вăл пурнăçпа тан утать. Паянхи шкул ачисен ППЭ-рен – Патшалăх Пĕрлехи Экзаменĕнчен хăрамалла марри çинчен асăрхаттарать, йывăрлăхран тухмашкăн ялан тăрăшса вĕренме хушать. Вĕрентекенсене ăсталăх шайне çĕклеме, тулли хăватпа тата тухăçлă ĕçлеме компьютер технологийĕсемпе, хальхи педагогика çĕнĕ кăларăмĕсемпе анлă усă курма сĕнет. Хăйĕн статйисенче хальхи вĕрентекенĕн мĕнлерех пулмаллине те уçса парать, воспитание – сапăрлăха аталантарассине тĕп вырăна хумаллине палăртать.
Н.Павлов хăйĕн статйисемпе сăввисенче çемье ыйтăвне те нумай çĕклет. «Çемье» сăвăра вăл «Çемье – пурнăç çăлкуçĕ, çĕршыв тăнăçлăхĕн сăпки», тет. Хăй те пысăк çемьере ÿснĕскер, çемье – халăхăн тата патшалăхăн шанчăклă тĕрекĕ пулнине ăнлантарать. Тăван çемйине калаçусенче тăтăш аса илет. Ашшĕ – Герасим Павлович, амăшĕ – Софья Семеновна Микулая мĕн пĕчĕкренех вĕрентме ĕмĕтленнĕ. Сумлă чăвашсен ĕмĕчĕ çитнех. Вĕсен ывăлĕ çак кунчченех пархатарлă ĕç туса пырать – çынсене ырă пулма, тарăн та тĕплĕ пĕлÿ илме, ĕçе юратма, çемьене упрама, пур çĕрте те, пуринпе те килĕ-штерсе пурăнма вĕрентет.
«Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть», – тетчĕç манăн кукамайпа асанне. Чăнах та çапла иккен. Акă Н.Павловăн çĕнĕ кĕнекинче те мĕн чухлĕ лайăх сĕнÿсем тупса вуларăм. Пире вăл пурнăç çулĕ- пе тĕрĕс утăмсем тума канаш парать, «тĕлсĕр-йĕрсĕр пурăнса», «ниçталлисĕр таçталла» каяссинчен асăрханма ыйтать. «Ватти çук пулсан, латти çук»,- тенине те пĕрре çеç мар илтетпĕр пурнăçра. Пире ваттисем – Н.Павлов пек маттур çынсем ертсе пымасан, тĕрĕс çул суйласа илме пулăшмасан мĕн патне, ăçта çитесси паллă мар...
Çын хăйĕншĕн çеç пурăнаймасть. Николай Герасимович та ку таранчченех хăйĕншĕн çеç мар, пуриншĕн те тăрăшса пурăнать. «Эпир кайсан ыр ят, тен, юлĕ – вăл яш ăрушăн тĕслĕх пулĕ»,- тет педагог хăйĕн сăввинче. Чăнах та, Н.Павловăн сăмахĕсем, вĕрентĕвĕ, ырă ĕçĕ, ăслă шухăшĕсем пирăн чун-чĕ-рене тарăн кĕрсе юлса ăшăтса тăрĕç. Çак çынпа курса калаçни, унăн хайлавĕсене вулани, итлени питĕ хаклă. Маншăн кашни тĕл пулу, кашни калаçу асра юлать, ăс-тăна, туйăма пуянлатать. Мĕншĕн тесен хамран аслăрах тата пултаруллăрах çынпа калаçни питĕ усăллă. Юлашки вăхăтра унпа телефонпа пуплени те асрах. Унра мĕн чухлĕ ырă шухăш-кăмăл. Пĕлÿ тĕнчи те унăн хăйне май анлă. Пирĕн унран вĕренмелли нумай...
З.ГОЛОВИНСКАЯ, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул вĕрентекенĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.