Ульяновски районĕнчи Баратаевка ялĕн çынни унта хăнана килнĕ тетĕр-и; Çу-у-к! Малтан та наркотикпа туслă пулнăскер, вăл çак ялти пахчасенче «разведка тума», урăхларах каласан, мăкăнь тунисем пуçтарма шутланă. Наркотиксем хатĕрлес тĕллевпе вăл пахчасенче хăй тĕллĕн ÿсекен мăкăнь тунисене пухма пикеннĕ. Вĕсене самаях пуçтарсан А.Токмаков «Жигули» патне таврăннă. Мăкăнь тунисене багажнике хурсан автомашина «Çĕрпÿ-Ульяновск» автотрасса еннеле çул тытнă. Анчах автомашинăна районти полици уйрăмĕн сотрудникĕсем тытса чарнă. Багажникра мăкăнь тунисене асăрхасан «Жигулин» Ульяновск еннеле мар, Шăмăршалла пăрăнма тивнĕ.
Полици уйрăмĕнче автомашинăри мăкăнь тунисене виçе çине хунă. Вĕсем 1 килограмм та 546 грамм тайнă. Ку вара наркотикăн пысăк партийĕ шутланать. Паллах, пĕрлех мăкăньсене лабораторири тĕпчеве те панă. Вĕсенче морфин пулни палăрнă.
Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 228 статйин 2 пайĕпе килĕ- шÿллĕн, А.Токмаков пирки уголовлă ĕç пуçарнă.Хальхи вăхăтра следствие вĕçлесе, материалсене суда тăратнă.
Малтан та наркотиксемпе усă курнине тата судпа айăпланнине шута илсе, А.Токмакова Çĕрпÿри изолятора хупнă. Хальхи вăхăтра Ульяновск облаçĕн çынни, пахчасем тăрăх çÿресе «ырнăскер», йĕплĕ пралукри пÿлĕмре «канать», кĕрхи тÿпене решеткеллĕ кантăк витĕр пăхса ларать. Часах унăн суд сакки çине ларма тивет.
Район çыннисене пирĕн сĕнÿ те парас килет. Пахчасенчи хăйсем тĕллĕн ÿсекен мăкăнь тунисене халĕ, çĕр шăнман чухне, тĕпрен кăкласа кăлармалла та çĕрпе хупласа хумалла. Тислĕк купи çине чавса чикни те вырăнлă. Килес çул пахчасенче мăкăньсем ан ÿсчĕр, наркомансене илĕртсе ан тăччăр.
Р.ХАМДЕЕВ, полицин районти уйрăмĕн следователĕ, юстици майорĕ.