Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрлăх урокĕсем

12 октября 2013 г.

 Ачасен ÿсĕмне шута илсе, уроксене тĕрлĕ енлĕн йĕркеленĕ. Кĕçĕнреххисемпе «Курск пĕкки» сăвă вуланă, ÿкерчĕксем, фотоиллюстрацисем пăхнă, «Вут-çулăм пĕкки» мультимедийнăй презентаци тăрăх калаçу ирттернĕ. Аслисемпе «Курскри çапăçу тата унти танксем» документлă фильм пăхса сÿтсе явнă. Ачасемпе çавăн пекех Курскри çапăçу çинчен совет поэчĕсемпе композиторĕсем тата хальхи авторсем çырнă юрăсене итленĕ.

1943 çулхи фронтсенчи çуллахи тĕп событи – Курск пĕккинчи çапăçусем. Çак çапăçусенче тăшмана аркатнă хыççăн Хĕрлĕ Çар нимĕçсем çине хăй тапăнма пуçлать. Курск патĕнчи Хĕрлĕ Çар контрнаступленийĕнче тăшман питĕ пысăк çухату тÿснĕ.

Уроксенче ачасем пĕтĕмлетÿ тунă: Курск пĕккинчи тата Днепршăн пынă çапăçусенчи çĕнтерÿсем Аслă Аттеллĕх вăрçинчи лару-тăрăва лайăх еннелле улăштарнă – Хĕрлĕ Çар тăшмана пирĕн çĕр çинчен хăвалама пуçланă.

Ачасене паттăрлăх урокĕсем питĕ килĕшрĕç. Вĕренекенсене патриотла воспитани парассипе çыхăннă мероприятисене шкулта нумай ирттерме палăртнă çак вĕренÿ çулĕнче.

И.СТОЛЯРОВА, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти историпе обществознани учителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика