Район хаçачĕ тулли те интереслĕ содержаниллĕ пуласси обществăлла корреспондентсенчен те килет. Вĕсен заметкисемпе тĕрленчĕксем, статйисемпе корреспонденцийĕсем ял пурнăçне тĕрлĕ енлĕн сăнлаççĕ.
Шăмăршăри Михаил Захаров, Зоя Головинская, Федора Кузнецова, Кивĕ Шăмăршăри Герман Ларшников, Ярăславри Елена Петрова, Палтиелĕнчи Зинаида Свекловапа Александр Паймин, Виçпÿрт Шăмăршăри Павел Падиаров, Владимир Мулендеев, Васанти Розăпа Геннадий Смаевсем, Карапай Шăмăршăри Ирина Столярова, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Наталья Угарина, Çĕнĕ Чукалти Николай Улюков тата ыттисем хаçат редакцине тăтăшах статьясемпе заметкăсем ярса параççĕ. Çак авторсен материалĕсене район çыннисем яланах кăмăллăн йышăнаççĕ, юратса вулаççĕ. Çырма вăхăт тупнăшăн, «Шăмăршă хыпарĕн» страницисене тĕрлĕ тематикăллă материалсемпе пуянлатма пулăшнăшăн эпир хамăрăн яланхи обществăлла корреспондентсене чĕререн тав тăватпăр.
Пĕрлех пăшăрхантараканни те пур. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнăрапа пĕр уйăх çурă иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Шел, шкулта вĕренекенсенчен заметкăсем килни хальлĕхе сисĕнмест–ха. Шкулта вара тĕрлĕ мероприятисем нумай иртеççĕ (конкурссемпе викторинăсем, предметсен эрнисем, экскурсисем, вăл е ку поэт, писатель юбилейне халалланă литература сехечĕсем, спорт ăмăртăвĕсем тата ытти те). Шкул пурнăçне сăнлакан материалсем хатĕрленĕ чухне литература учителĕсем те пулăшма пултараççĕ. Конверт хакĕ, паллах, ачасемшĕн пĕчĕкех мар. Çавна май эпир çырусене паллакан çын урлă Шăмăршăна парса яма, çапла майпа вĕсене редакцие çитерме сĕнетпĕр.
Хамăрăн обществăлла корреспондентсенчен, учительсенчен, шкулта вĕренекенсенчен заметкăсемпе статьясем тата тĕрленчĕксем кĕтсех тăратпăр эпир. Сирĕн материалăрсене хапăлласах пичетлетпĕр.
«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ.