Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьесем ăмăртрĕç

19 октября 2013 г.

Паллах, çак мероприятие йăлана кĕнĕ сывă пурнăç йĕркисене пропагандăлас тата чи вăйлă та хастар çемьесене палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Кĕске сăмах каласа спорт уявне район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Н.Игнатьева уçнă.

– Çакнашкал мероприятисем физкультурăпа спорт вăййисене юратасси вĕсене çемье йăлине кĕртеси патне илсе пыраççĕ, – тенĕ Наталья Германовна – Ашшĕсемпе амăшĕсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ачасене те сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарни воспитани тĕлĕшпе те ырă витĕм кÿрет. Ачасем яваплăха туйма, хăйсен вăйне шанма вĕренеççĕ.

Малти вырăнсене çĕнсе илессишĕн районти 5 çемье вăй виçнĕ. Ăмăрту хаваслă старт йĕркипе иртрнĕ. Çемьесем мероприятие хăйсен девизĕнчен пуçланă, визит карточкисемпе паллаштарнă. Ятарлă тум та çĕлеттерсе хатĕ-рленĕ хастар та пултаруллă вĕсем. Çемьесем кăшăлпа тата хăмпăсемпе чупнă, скакалка урлă сикнĕ, хутран «самолетсем» ăсталанă, баскетбол вăййинче тупăшнă, тата ытти конкурссенче вăй виçнĕ.

Шăмăршăри Милюшкинсен çемйи чи вăйли пулни палăрнă. Анат Чаткасри Петровсен çемйи – иккĕмĕш, Карапай Шăмăршăри Степановсен çемйи вара виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Ăмартăва хутшăннă хастар çемьесене Дипломсем, парнесем парса чысланă.

Çак спорт мероприятийĕ пуриншĕн те хаваслă иртнĕ.

Э.ФИЛИППОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика