ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Ял хуçалăх министерствипе Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн пĕрлехи приказĕпе килĕшÿллĕн республикăра, вăл шутра пирĕн районта та тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче техникăна упрама лартас тĕлĕшпе смотр-конкурс пырать. Вăл октябрĕн 25-мĕшĕччен тăсăлать.
Смотр-конкурс тĕллевĕ – агропромышленность комплексĕнчи хуçалăхсенче машинăпа трактор паркĕ-сенче тивĕçлĕ йĕрке тăвасси, инженери культурине ÿстересси, техникăна упрас, юсав ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатасси.
Смотр-конкурс вăхăтĕнче чи малтанах машинăпа трактор паркĕсем мĕнлерех шайра, ял хуçалăх техникин комплектноçне, техника хатĕрĕсемпе ял хуçалăх машинисене ГОСТа пăхăнса лартнине, территорие тимĕр-тăмăртан тасатнине, ĕç сыхлавĕпе техника хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăннине шута илеççĕ.
Смотр-конкурс итогĕсене ятарлă комисси пĕтĕмлетет. Çĕнтерÿçĕсене, яланхи пекех, тивĕçлипе хавхалантарма палăртнă.
Тĕрлĕ техникăпа ял хуçалăх машинисен ĕмĕрне тăсасси хамăртан та нумай килет. Вĕсен хакĕсем ÿссе пынă май – пушшех те. Юсавлă техникăпа ĕçлеме те кăмăллă.
Техникăна упрама лартиччен лайăх тасатма, тутăхма пултаракан пайсене ятарлă хутăшпа сĕрме, сивĕпе сиенленекеннисене складсене упрама хурасси çинчен те манас марччĕ.
В.МАТВЕЕВ, патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инпекцийĕн патшалăхăн аслă инспекторĕ.