Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин республикăн кăçалхи тăхăр уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Çак тапхăрта пурăнмалли 457,8 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă – пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 105,1 проц. Сентябрь уйăхĕнче вара пĕлтĕрхи çак уйăхрипе танлаштарсан 174,5 проц. чухлех пулнă – Атăлçи округĕ-нче виççĕмĕш вырăн. Çурт-йĕр тăвакан организацисем пĕтĕмпе 194,5 пин тăваткал метр лаптăка хута янă – иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 2,1 хут нумайрах.
Мĕн пур категорири хуçалăхсенче ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче 87,5 проц. танлашнă. Чакнин тĕп сăлтавĕ – çанталăк условийĕсем япăх пулнине кура ĕççи тăсăлса кайни. Паянхи кун тĕлне çĕр улмине мĕн пур лаптăкăн 90 проц. çинче кăларнă, пахча çимĕç пухса кĕртес енĕпе ĕçлеççĕ.
Ĕç укçин уйăхри шутласа панă вăтам виçи январь-август уйăхĕсенче 18711,7 тенке çитнĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 14,3 проц. ÿснĕ, чăн ĕç укçи 6,8 проц. пысăкланнă. Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче вăхăтра тÿлемен ĕç укçин парăмĕ Чăваш Енре чи пĕчĕкки. Республика Пуçлăхĕ çак сферăра тĕрĕслев ĕçĕ пирки манма юраманни, шалăва вăрттăн схемăсемпе тÿленĕ тĕслĕ-хсене пÿлмелли пирки каланă.
ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта шыв объекчĕсем çинче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтупа сăмах илнĕ. Октябрь уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне республикăра шывра пулнă 58 инкеке официаллă майпа шута илнĕ – 53 çын путса вилнĕ. Çав шутра пулă тытнă чух хăрушсăрлăха уяманнипе 8 çын пурнăçĕ татăлнă. Юлашки тĕслĕх октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче пулнă. Шупашкар районĕнчи Вăрманкасра тăватă пулăç ларнă кимĕ çаврăнса ÿкнĕ – пĕр çын путса вилнĕ.
Культура министрĕ Вадим Ефимов Чăваш Республикин Федераци Канашĕнчи кунĕсене хатĕрленни пирки каласа панă. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн ĕç-хĕлĕпе, Чăваш Енĕн инвестици хывмалли майĕсемпе, промышленноçри, ял хуçалă- хĕнчи, сывлăх сыхлавĕнчи, вĕрентÿри, социаллă сферăри, физкультурăпа спортри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕç.
Юлашкинчен Спорт министерствин ертÿçи Сергей Мельников «Чăваш Ен – ДЮСШ» футбол команди, республика Пуçлăхĕ тата Правительстви пулăшнипе РФ чемпионачĕн 3-мĕш дивизионĕнче çак сезонра тупăшăва пуçласа тухнăскер, ăмăртусем вĕçлениччен пĕр тур маларах 3-мĕш вырăн çĕнсе илни пирки пĕлтернĕ.
К.АЛЕКСАНДРОВ.