Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх енĕпе палăрчĕç

23 октября 2013 г.

Октябрĕн 19-мĕшĕнче, шăмат кун, Патăрьелĕнче «Чун юрласан» тата «Тăван çĕр илемĕ» ятпа йĕркеленĕ республикăри конкурссен зона тапхăрĕ иртрĕ. Çак мероприятире Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенчи хор коллективĕсемпе ансамбльсем тата солистсем хăйсен илемлĕ пултарулăхри ăсталăхне кăтартрĕç.

«Чун юрласан» конкурса çулленех аслă ăрури çынсем хушшинче йĕркелеççĕ. Кăçалхи смотр-конкурса Шăмăршă районĕнчи культура аталанăвĕн центрĕн солисчĕ Иван Медведев хутшăнчĕ. Вăл хăйĕн хитре тембрлă тенорĕпе салтаксен «Моя любимая» юррине пурин кăмăлне те каймалла юрласа пачĕ. Солиста тав туса залра ларакансем чылайччен алă çупрĕç.

Ачасем хушшинче иртекен «Тăван çĕр илемĕ» конкурса Тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка халалланă. Конкурсра шкулсенче вĕренекен 7-14 çулти ачасем вăй виçрĕç. Ку мероприятире пирĕн районтан Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти «Вăрман дозорĕ» агитбригада (ертÿçи Г.Тимофеева) пулчĕ. Пултаруллă ачасем литературăпа музыка композицийĕ кăтартрĕç, илемлĕх мелĕсемпе усă курса çитĕннисене те, ачасене те тăван тавралăха упраса пурăнма, ăна яланах тасалăхра тытма чĕнсе каларĕç.

Зона тапхăрĕнче çĕнтернĕ коллективсемпе ансамбльсем тата солистсем каярахпа республика шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ.

А.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика