Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿре те, обществăлла ĕçре те малта

23 октября 2013 г.

Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 10 "а" класра вĕренекен Дима Матвеев та çак стипендие илме тивĕçлĕ пулчĕ. Ăна вăл вĕренÿри, спортри, обществăлла ĕçсенчи хастарлăхшăн илме тивĕçнĕ.

Мĕн кĕçĕн класранах Дима «4» тата «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Хăйне вăл яланах лайăх енчен кăтартма тăрăшать, ытти ачасемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Шкулта маттур яш хутшăнмасăр пĕр мероприяти те иртмест. Обществăлла ĕçсене те вăл тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, тус-юлташне йывăрлăхра пулăшма тăрăшать.

Дима пĕчĕкренех экологи çут çанталăк илемĕ еннелле туртăнни сисĕнет. Вăл Шăмăршăри экологипе çыхăннă тĕрлĕ мероприятисемпе конкурссене яланах хутшăнать. «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн кружокне те час-часах çÿрет. Унăн Грамотăсемпе Тав çырăвĕсем нумай, малашне вĕсем татах та хутшăнса пырасса шанатпăр.

Килте ашшĕ-амăшне пулăшма та вăхăт тупать. Димăна мĕн пĕчĕкренех ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме вĕрентнĕ.

Пур енлĕн аталанать стипендиат. Вăл шанчăклă юлташ та, тĕрек те.

Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ăс пухакан Кристина Спиридонова та кăçал, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, район пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçрĕ.

Кристина вĕренÿре «5» паллăпа кăна вĕренет. Вăл ытларах гуманитари предмечĕсене кăмăллать, вырăс чĕлхипе литературине, математикăпа информатикăна юратсах вĕренет.

Ырă кăмăллă та çепĕç чунлă Кристина пур енлĕн те аталанни курăнать. Кашни çулах районта тата Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен вырăс чĕлхи, акăлчан чĕлхи, биологи предмечĕсен олимпиадисене хаваспах хутшăнать.

Математика тата вырăс чĕлхин предмечĕсемпе призлă вырăнсене сахал мар тивĕçнĕ вăл.

Класпа шкул пурнăçĕнче те питĕ хастар. Тĕпчев ĕçĕсене те кăмăллать 9-мĕш класра вĕренекен хĕр. Ăна 2013-2014 вĕренÿ çулĕнче ачасен «Радуга» организацийĕн президенчĕ пулма суйланă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче «Наука. Творчество. Аталану» наукăпа практика конференцийĕнче, «Истори» секцийĕнче 3-мĕш вырăна тухнă. Ăна илемлĕ пултарулăх конкурсĕсенче те курма пулать.

Кристина Спиридонова Пуянкассинчи Культурăпа кану центрĕнче иртекен мероприятисенче хăйĕн çепĕç те илемлĕ сассипе килентерет. Вăл илемлĕ пултарулăх конкурсĕсене те хаваспах хутшăнать.

Волонтер отрячĕн членĕ пулнă май, класпа пĕрле ялти ватă çынсене май килнĕ таран, тĕрлĕ ĕçсем туса пама тăрăшаççĕ. Чăн-чăн патриотка теме пулать çак маттур хĕре.

Ăмăртусенче пысăк çитĕнÿ-сем тăвать. Кристина час-часах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрет. Районти тата республикăри çамрăк армеецсен «Зарница» вăййисене хутшăнать. Сăмахран, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче тĕл перекенсен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Пушă вăхăтра та ахаль лармасть. Тĕрлĕ кĕнекесем вулама юратнăран, сăвă вулакансен конкурсĕнче те курма пулать ăна. Уйрăмах Пушкин, Гоголь, Ахматова çырнă произведенисене кăмăллать.

Çынсемпе те яланах ăшшăн калаçать. Нихăçан та сывлăх сунмасăр иртсе каймасть.

Кристинăна малашнехи пурнăçра, вĕренÿре, обществăлла ĕçсенче пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.

Л.ГОРДЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика