Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçке пула

23 октября 2013 г.

Сайра урамра çумăрлă çанталăкра пылчăк çăрăлать. Апла пулин те кĕрхи çанталăк тата сехетсерен тенĕн пĕрĕхсе каякан çумăр чылайранпа «классикăпа» ярăнса çÿренĕ К. водителе туссемпе пĕрле çула тухма пĕрре те чăрмантарассăн туйăнман.

Юсавлă машина, опытлă шофер тата мĕн кирлĕ тенĕ ĕнтĕ. «Хăватлине» самаях «шăл çине» хуни хăюлăх та кÿнĕ курăнать киккирикĕ хĕрелнĕ машина хуçине. Çавна май хăйĕн руль умне лармалли прави çукки çинчен манса кайнă пулас. Нумаях та вăхăт иртмест, машина экипажĕ йĕркеленсе те çитет. Тĕрлĕ çулти виçĕ хĕрарăм унпа çула тухма çăмăллăнах килĕшет. Вĕсенчен пĕри те хĕрĕнкĕ водителе: «Эсĕ эрех ĕçнĕ вĕт. Санăн руль умне ларма юрамасть», – теме хăюлăх çитереймест. Пачах урăхла, тахăшĕ салона вырнаçса ларсанах савăнăç юрри янраттарма та хăтланнă, теççĕ. «Ан васка-ха,– тесе асăрхаттарнă пулать ăна çапах та тепри. – Ял хĕрринерех тухăпăр та ирĕклĕх юррине шăнкăртаттарсах юрлăпăр»...

Анчах пырсан-пырсан машина водителе итлесшĕн пулманни сисĕ-нет. Вăл тÿрĕ те пырасшăн мар, хăйне çул çинче уйăрса панă енпе кăна çырлахасшăн мар-мĕн. Водитель пурпĕрех машинине чарса лартма, пассажирсене антарма шутламан.

Пĕр минут, темиçе иртет кăна, ÿсĕр водитель яла пăрăнса кĕме тытăнать. «Çитрĕмĕр. Кĕçех пĕр-пĕринчен уйрăлатпăр та йĕркеллех килсене таврăнса çывăратпăр»,– тес вырăнне вăл газа пусать кăна машина выляса каять. Малтан вăл хирĕçри юхăм çулĕпе кукăр-макăр пырать, унтан чăнкă çул хĕррине ÿпленсе каять. «Ай-ай! Ай-ай!» – кăшкăраççĕ, йăнăшаççĕ пассажирсем. Хăйсем те сисмеççĕ, аманнăскерсене больницăна илсе çитереççĕ. Юрать-ха, тухтăрсем виççĕшне те васкавлă, тĕплĕ пулăшу пама ĕлкĕреççĕ. Анчах виççĕшĕн те сывлăхĕ аванах хавшаса юлать.

Паллă ĕнтĕ, хальхи саккун çул-йĕр йĕркине пăхăнманнисемшĕн питех те çирĕп. Çавна пула водитель пирки ĕç пуçараççĕ. Ниçта та кайса кĕме çук! Çакна туйса илнĕ водитель пулса иртнĕ ĕçсенче пĕтĕмпех хăй айăплă пулнине йышăнать. Çавна кура ĕçе ятарлă йĕркепе – суд тĕпчевĕсĕрех пăхса тухма килĕшсе татăлаççĕ.

«Авă мĕнле, ĕçе çăп-çăмăл вĕçлеме пулать иккен», – тейĕ хăш-пĕр вулакан. Йăнăшĕ. Водитель унччен айăпланнине те, пассажирсене сиен кÿ- нине те, çул-йĕр правилине сĕмсĕррĕн пăснине те – пĕтĕмпех шута илнĕ. Суд йышăнăвне вара пĕрре те çăмăл теме çук. Ÿсĕрле ларнă водителĕн правине икĕ çуллăха туртса илнĕ. Кунсăр пуçне унăн икĕ çул çурă колони-поселенире юсанмалла пулать. Водителĕн çамрăк ачисем пуррине тата вăл вăхăтлăха ниçта та ĕçлеменнине шута илмен пулсан айăпĕ тата хытăрах пулмаллаччĕ, çирĕ-плетнĕ судра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика