Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă ачасене пулăшмалла

26 октября 2013 г.

Федераци Канашĕн Наука, вĕренÿ, культура тата информаци политики енĕпе ĕçлекен комитечĕн членĕ, Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕн Федераци Канашĕнчи представителĕ Галина Николаева регион тăрăх çÿренĕ вăхăтра Çĕнĕ Шупашкар хулинчи депутатсен пухăвĕн членĕсемпе тĕл пулнă.

Сенатор депутатсене Федераци Канашĕн кĕрхи сессийĕнчи планĕсем çинчен каласа панă, Раççейре 2014 çулта Культура çулталăкне ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ Оргкомитетăн пĕрремĕш ларăвĕн итогĕсемпе паллаштарнă.

«Культура çулталăкне ирттерессипе тата хатĕрленессипе çыхăннă мероприятисем мĕн пур регионсенче, муниципалитетсенче малти вырăнта пулмалла, – палăртнă Галина Николаева. – Пултаруллă ачасене пулăшас, вĕсен творчествине аталантарас ĕçе малалла илсе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасене хушма пĕлÿ паракан учрежденисен ĕçĕ-хĕлне çĕнĕ сывлăш кĕртмелле».

Октябрь вĕçĕнче Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин Кунĕсем иртесси пирки те аса илтернĕ сенатор. Çавна май, вăл пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 28-мĕшĕнче Федераци Канашĕн Наука, вĕренÿ, культура тата информаци политикин комитечĕн анлă ларăвĕнче Раççейре ачасене хушма пĕлÿ паракан система сферинче патшалăх политикине пурнăçа кĕртессипе çыхăннă Чăваш Ен влаç органĕсен сĕнĕвĕсене те сÿтсе яваççĕ.

Федераци Канашĕн пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика